11 января 2012 г.
Çын ĕçĕпе илемлĕ, чунĕпе пуян, тет ваттисен сăмахĕ. Тата шанчăклă юлташ ĕмĕрлĕх, теççĕ халăхра.
Ильинка ял тăрăхĕнчи Тренккăра пурăнакан Юлия Петровна Морозова çинчен каланă пекех туйăнаççĕ çак сăмахсем. «Ăна курсан хаклă тăвана курнăн туйăнать, унпа ларса калаçсан кăмăл уçăлать, пурнăç çулĕпе малалла çирĕпрех утăмсемпе утас килет», – çапла кăмăл-туйăм çуратать Юлия Петровна çывăх çыннисемпе юлташĕсенче. Яланах тарават, ырă сĕнÿ парса хавхалантарма пултаракан вашават хĕрарăм вăл.
Юлия Петровнăн кун-çулĕ пуян. 1957 çулта Купăрля ялĕнче колхозник çемйинче кун çути курнăскер çемьери ачасенчен асли пулнă. Ун хыççăн – тепĕр виççĕн. Аслă хĕрĕ вара вăл – амăшĕн пулăшаканĕ, кĕçĕннисене ăс-тăн параканĕ, вăл вăхăтра тата килти хуçалăха тытса пыраканĕ те.
Сосновкăри тĕп шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Юлия Чуманкассинчи вăтам шкулта вĕренет. Тепĕр икĕ çултан алла аттестат илнĕ хыççăн выльăх-чĕрлĕхпе аппаланма юратакан хĕр Патăрьелĕнчи ветеринари училищине çул тытать. Тăрăшни сая каймасть – Юлия Петровна алла диплом илнĕ выльăх-чĕрлĕх фельдшерĕ пулса тăрать.
Çамрăк специалист направленипе Тренккăри ветеринари пунктĕнче ĕçлеме тытăнать. Çавăнтанпах ĕçчен те ăста фельдшер пирки кăмăлсăр калаçакан пулман.
Ку тăрăхрах Юлия Петровнăн Турă çырни те пурăннă иккен. 1979 çулта çамрăк хĕр хăйĕнчен икĕ çул аслăрах ăста водителе Георгий Васильевича качча тухать. Юратупа килĕшÿ хуçаланакан çемьере икĕ ача çуралать – Алексейпа Альбина.
Шел пулин те, юратнă мăшăрĕ çамрăк хĕрарăмран питĕ ир уйрăлса каять: Юлия Петровна ачисене пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăларать. Юрать хăй пурăннă вăхăтра ăшă кăмăллă хунямăшĕ пулăшса пынă. Халĕ вара ÿссе çын пулнă ачисем хăйсем çемьеллĕ. Альбина хĕрĕпе Роман кĕрÿшĕ, Алексей ывăлĕпе Наталия кинĕ, Андрей, Ксения тата Семен мăнукĕсем – çаксен пархатарне курмалла пултăр Юлия Петровнăн.
Юлия Петровна хăйĕн пĕтĕм ĕçне-хĕлне выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарнă. Паян та ир-ирех килти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке апат панă хыççăн хуçалăхри сысна фермине çул тытать. Çĕнĕ ÿсĕмсем патне талпăнакан ĕçченĕн тăрăшулăхне хуçалăх ертÿçисем те асăрхамасăр хăварман, ĕçне яланах тивĕçлипе хакланă. Обществăлла ĕçрен те аякра тăмасть Юлия Петровна. Суйлавсем вăхăтĕнче те акă чылай çул участокри суйлав комиссийĕн секретарĕ пулма шаннă ăна. Пушă вăхăт тупăнсан çыхма-тĕрлеме кăмăллать вăл. Кирек епле ĕçре те маттур, хастар. Çакна пуринчен ытла кÿршисем сисеççĕ пулĕ. «Питĕ уçăмлă, яланах тарават», – теççĕ ун пирки вĕсем.
Çак кунсенче вара Юлия Петровна шăпах хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă тăвать. Иккĕленме те кирлĕ мар, ырă кăмăлĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн тав туса саламлакансем чылай пулĕç: юлташĕсем, ĕçтешĕсем, кÿршисем... Ачисемпе мăнукĕсен саламĕ, тимлĕхĕ вара чи пахи, паллах. Хăйсен хаклă та юратнă çыннине саламласа ырлăх-сывлăхпа тату пурнăç сунаççĕ вĕсем.
Н. Николаева.