11 января 2012 г.
Полици
Малашне Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсене пурне те полицейскисем тесе чĕнмелле. Шалти ĕçсен уйрăмĕ вара полици уйрăмĕ пулса тăрать.
Техосмотр
ГАИ сотрудникĕсен водителĕн техосмотр тăнин талонĕ пуррипе çуккине тĕрĕслеме право çук. Талон вара ОСАГО полисне илме кирлĕ пулать.
Штрафсем
Çĕнĕ çултан тытăнса çулсем çинче машинăсем капланнипе (затор) çыхăннă йĕркене пăснишĕн штрафсем ÿсрĕç:
– малашне светофорăн хĕрлĕ çутипе каçса кайнăшăн тата хĕресленекен çул çине тухсан ун хыççăн машинăсем капланса тулчĕç пулсан 1000 тенкĕ тÿлеме тивет;
– стоп-лини урлă каçса каякан водителĕн 800 тенкĕ тÿлемелле пулать.
Такси
Малашне таксист касса чекĕ пама тивĕç. Кунпа пĕрлех кашни водителĕнех пассажирсем илсе çÿреме ирĕк пани пулмалла.
Ачашăн укçа тÿлесси
Патшалăх ашшĕ-амăшне укçа тÿлессин виçине ÿстерет. Ача амăшĕн капиталĕ 387640 тенкĕпе танлашать. Ача çуралсан пĕр хут паракан пособи – 12400 тенкĕ. Ачасене пăхнăшăн паракан тÿлевсем 6 процент ÿсрĕç.