28 декабря 2011 г.
(А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи вăтам шкул 90 çул тултарчĕ)
20 ĕмĕр пуçламăшĕнче Калайкасси ялĕнче пурăнакан халăхшăн пĕлтерĕшлĕ нимĕнле учреждени те пулман. Тури Кĕнерĕн çак касĕ çывăхри ытти ялсенчен уйрăлса тăман. 1918 çул пуçламăшĕнче яла Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен хастар та пултаруллă çын таврăнать – Степан Прокопьевич Любимов. Çавăн чухнех ăна Чикме уесĕнчи хресченсем хăйсен канашĕн пуçлăхне, партин уесри ертÿçине суйлаççĕ. Çак çын тăрăшнипе 1919 çулта Калайкассинче уесри пĕрремĕш ял хуçалăх артелĕ йĕркеленет. Çав çулах Калайкассисем Чикме уезд земствин Шатракасси ялĕ патĕнче вырнаçнă, анчах арканма пуçланă агростанцин хăш-пĕр хуралтисемпе ял хуçалăх машинисене турттарса килеççĕ. Ял варринче пушă вырăнта икĕ пÿлĕмлĕ пĕр çуртне тÿрех купаласа лартаççĕ, унта вулавăш уçаççĕ. Ыттисенчен – шкулăн кайранхи тăватă класлă çуртне, коммунăн икĕ хутлă çуртне (халь унта клуб) тата ыттине те.
Граждан вăрçи лăпланса пынă май Калайкассинче шкул уçас ыйтăва та татса параççĕ. Пĕрремĕш учитель пулма Катькасра çуралса ÿснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ Георгий Алексеевич Ефремов килĕшет. Шкулăн пĕрремĕш вĕренÿ çулĕ питĕ йывăр пулнă. Ялта выçлăх алхаснă, унсăр пуçне çырмалли-вуламалли те, программисем те, сĕтел-пукан та çитмен. Çавăнпа пĕрремĕш класс планне 1923 çулта тин вĕçлеççĕ. Выçлăха пула вĕренекенсем çуррине яхăн чакнă.
1920-мĕш çулсенче шкулта И.Г. Гурьев, А.В. Шувалова тата В.К. Кириллова ĕçленĕ. 1926 çулта Калайкассинчи пуçламăш шкулта пĕрремĕш кăларăм пулнă: 10 арçын ачапа пĕр хĕр ача пуçламăш пĕлÿ илни çинчен тивĕçлĕ документсем илнĕ. Вĕсенчен пĕри, А.Ф. Воронов, кайран тăван шкул ертÿçинче ĕçленĕ. Калас пулать, мĕн 1930-мĕш çулсем пуçламăшĕчченех ун чух пĕтĕм Чăваш енĕпе янăранă «Плуг» ял хуçалăх юлташлăхĕн пуçлăхĕ С.П. Любимов, ял-йышран Порфирий Рубцов, ял канашĕнчен Иван Скворцов тата яш-кĕрĕмрен Михей Таймасов шкул ĕçĕпе кăсăклансах, ăна асăрхасах тăнă. Çакă шкул пĕлтерĕшне татах та хăпартнă.
Шкулăн малтанхи тĕп çуртне (тăватă класлине) 1926 çулта çеç хатĕрлесе çитернĕ. Чÿречесем, кăмакасем пулман. Шалти ĕçсене тăвайман пирки вăл çичĕ çул ахаль ларнă.
1930-мĕш çулсем пуçламăшĕнче Калайкассинчи пуçламăш шкул тулли мар вăтам шкул пулса тăрать, ăна И.В. Сталин ятне тивĕçтернĕ. Ку шая çитме Каршлăхри хресчен çамрăкĕсен шкулне пĕтерсе унти вĕренÿ хатĕрĕсемпе вĕрентекенĕсене Калайкассине куçарса килни хистет. Çавăн чухнех çывăхри «пуян» тенĕ çынсен хăш-пĕр хуралтисене те шкула панă пулнă. Кĕçех шкулта вырăнти çынсем ĕçлеме пуçлани ăна татах та çирĕплетет, ятне çĕклет.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче Калайкасси шкулĕ вĕрентÿре, ăс парас ĕçре самай сулăмлă утăмсем тăвать. Пахча ĕçĕпе мала тухнисем 1950-мĕш çулта çĕр-шывĕпех çÿресе килеççĕ. 1956 çулта шкул пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ пама тивĕçлĕ вĕренÿ заведенийĕ ятне илет. Çавна май Калайкассине аякри ялсенчен те вĕренекенсем килме пуçлаççĕ.
Шкул çултан-çул пысăкланса пырать. Аякри ачасене тата учительсене пурăнма 1963 çулта çул хĕрринчех кирпĕч çурт купалаççĕ (1990-мĕш çулсенче ăна сÿтнĕ). Калайкассинчи вăтам шкул 1970 çулсем варринче районта ачасем чи нумай çÿрекен шкул пулса тăрать. Акă 1976–1980 çулсенче кăна кунта 552 çамрăк аттестат илнĕ. Таврари шкулсенче пуçламăш е тата сакăр çул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Калайкассине малалла вĕренме çÿренĕ. Вĕренÿ процесĕ çичĕ çуртра пулса пынă пулин те вырăн çитменрен ачасене икĕ сменăпа вĕрентме тивнĕ. 1986 çулхи Пĕлÿ кунне Калайкассинчи шкулта вĕренекенсем çĕнĕ çуртра кĕтсе илнĕ. Вĕрентекенсен пысăк ăсталăхне шута илсе тепĕр пилĕк çултан кунта ятарлă педагогика класĕ уçаççĕ.
90 çул хушшинче Калайкасси шкулĕнче пин-пин ача ăс пухнă, 3 пине яхăн çын аттестат илнĕ. Нумайăшĕ республикипе паллă çынсем пулса тăнă: Андрей Алексеевич Алексеев – чăваш чĕлхине тĕпчекенĕ, çыравçă, чăваш чĕлхин орфографи словарĕн авторĕ; Анатолий Ермолаевич Горшков – филологи наукисен кандитачĕ, чĕлхеçĕ; Евгений Евстафьевич Ерагин – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Наци академийĕн Президенчĕ; Михаил Кондратьевич Костин – агроном, журналист, «Ял хуçалăх терминĕсен вырăсла-чăвавшла словарĕн» авторĕ; Виталий Васильевич Костин – селекционер, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ; Валериан Семенович Краснов – ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата ыттисем те.
2000-мĕш çулсенчен шкул пысăк утăмсем туса аталанма тытăнчĕ. Тĕрлĕ проектсенче çĕнтерсе тата грантсене çĕнсе илме май паракан конкурссене хутшăнса шкул ĕçĕ, тытăмĕ тĕпĕ-йĕрĕпе улшăнчĕ. Пĕтĕм тĕнчери реконструкципе аталану банкĕн программипе усă курса шкул хăйĕн кÿлепине ылмаштарчĕ, информаципе коммуникаци хатĕрĕсемпе пуянланчĕ. 2006 çулта ЧР Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне, 2008 çулта РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх грантне, çав çулах ЧР Вĕрентÿ министерствин 50 пин тенкĕлĕх грантне, 2009 çулта 300 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илме тивĕç пулчĕ.
Паянхи кун Калайкассинчи вăтам шкулта аслă категориллĕ 8 вĕрентекен, пĕрремĕш категориллĕ 15 вĕрентекен тăрăшать. Иккĕшне «ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ят панă, пиллĕкĕшне – ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисемпе, иккĕшне – РФ Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.
2005 çултанпа шкулта спорт класĕ уçăлчĕ. Çамрăк спортсменсем В.Т. Моисеев тата В.В. Люцев ертсе пынипе районти тата республикăри ăмăртусенче тăтăшах мала тухаççĕ. Тĕнчипе паллă Вячеслав Акимов та, Алексей Моисеев та асăннă тренерсем пулăшнипе йĕлтĕр çинче «тăма вĕреннĕ».
Пурăнать тăван шкул, аталанать, утăм хыççăн утăм тăвать. Ÿлĕмрен те пысăк çитĕнÿсем тумалла пултăрччĕ!
Е. Ерагин,
тăван ен культурине вĕрентекенĕ,
А. Степанов,
чăваш чĕлхипе
литературине
вĕрентекенĕ.