28 декабря 2011 г.
Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Муркаш райповĕ район çыннисене валли пысăк парне турĕ. Декабрĕн 23-мĕшĕнче халăхăн йышлă ыйтăвне тĕпе хурса Чапаев урамĕнче савăнăçлă самантра апатланăвăн çĕнĕ точки уçăлчĕ. Чи малтанах кунта залри хăтлăх куçа тыткăнлать. Сентресем тĕрлĕ ĕçме-çимепе питĕ пуян, çынсемшĕн чи пĕлтерĕшли вара – хаксем пысăк пулманни. Кунта тĕрлĕ уяв ирттерме питĕ меллĕ: пысăк та хăтлă зал, сирĕн кăмăла кура ăста та çамрăк ĕçченсем çĕнĕ йышши тĕрлĕ апат-çимĕç сĕнеççĕ, кăмăл пулсан кану самантне йĕркелеме пулăшаççĕ. Çавăн пекех кунта савăнăçлă кĕвĕ итлесе ăшшăн калаçса вĕри чей ĕçме пулать.
Уява Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, Центросоюз членĕ В.М. Павлов, республикăри ытти райпо канашĕсен председателĕсем килсе çитрĕç. Хисеплĕ хăнасем Муркашри суту-илÿ точкисенчи ĕç-хĕлпе паллашрĕç, хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç. Палăртма кăмăллă, Муркаш райповĕ иртсе пыракан çулта çĕнĕрен икĕ лавкка уçрĕ, капиталлă юсав туса çĕнетнисем вара ытларах та.
– Муркаш райпо коллективĕ пирки манăн ырă сăмахсем кăна калас килет. Вăл халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерет, хăй тивĕçне пурнăçлать. Ăна халĕ республикăра тата унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Юлашки çулсенче вăл ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать, ĕçе тĕрлĕ çĕнĕлĕх кĕртет, черетлĕ суту-илÿ точки уçăлни те çавнах çирĕплетет, – терĕ район пуçлăхĕ И.В. Николаев коллектив тăрăшулăхне ырă енчен палăртса, малашне те район çыннисемшĕн ырă пуçарусене туллин пурнăçлама сĕнсе.
Çурт-йĕр çĕклес ĕç нихăçан та çăмăллисен шутĕнче пулман, ăна валли чылай вăхăт кирлĕ вĕт. Геннадий Павлов ертсе пыракан строительсен ушкăнĕ вара кĕске вăхăтра палăртнă ĕçе вĕçлерĕ. Август вĕçĕнче строительство ĕçĕ пуçланчĕ, халĕ ак Çĕнĕ çул тĕлне – пысăк парне. «Бриз» пиццерин çĕнĕ çуртне çĕнĕрен тума пилĕк миллиона яхăн укçа-тенкĕ тăкакланă, мĕн пурнăçлани йăлтах район çыннисемшĕн вĕт.
– Пирĕн тĕп тивĕç – çынсене кирек епле тавар туянма, вĕсен канăвне йĕркелеме майсем туса парасси, çавăнпа пĕрлех вара хакĕсем те вĕсене тивĕçтерччĕр. Çакăн пек уяв саманчĕ тăтăшах пултăрччĕ, çĕнĕрен çĕнĕ лавкка çĕклентĕрччĕ. Малашне те ку енĕпе тимлĕпĕр. «Бриз» Муркашра пурăнакансене кăна мар, аякри хăнасене те хапăл туса йышăнать, – терĕ Муркаш райпо канашĕн председателĕ Борис Васильевич Андреев. Строительство ĕçĕнче ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене пурин ячĕпе те тав сăмахĕ каларĕ.
Ку заведенинче хăйне майлă уйрăмлăх пур, ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем техĕмлĕ тĕрлĕ пиццăпа хăналама шантараççĕ, мĕн тĕрлĕ техĕмлĕ пицца кăна çук пулĕ сĕтел çинче: кăлпассипе туни, улма-çырларан пĕçерни тата ытти те. Илемлĕ савăт çинчи çимĕçе астивмесĕр иртме çук. Эпир ытларах пĕр тĕрлине кăна çиме хăнăхнă вĕт, кунта вара кашнинех тутанма май пур. Çавăн пекех кунти ĕçченсем хаваспах тĕрлĕ рецептпа паллаштарассине, техĕмлĕ çимĕç хатĕрлес вăрттăнлăха уçассине пĕлтерчĕç. Апла пулсан çитсе килер унта.
Тĕрлĕ суту-илÿ точкисенче эпир ют тăрăхран кÿрсе килнĕ апат-çимĕçе курма, туянма хăнăхнă ĕнтĕ. Кунта вара йăлтах экологи тĕлĕшĕнчен таса, хамăр тăрăхра ÿстернĕ продукци. Муркаш райповĕ хамăр халăхран тăтăшах аш-какай, пахча-çимĕç пуçтарать, çавăнтан янтăлаççĕ те райпо апатлану точкисенчи техĕмлĕ çимĕçе. Çавăн пекех «Бриз» пиццеринче ушкăнпа хăналанма килсен автомашина валли вырăн та пур. Çĕнĕ точка уçăлнипе пĕрлех кунта çамрăк специалистсемшĕн хушма ĕç вырăнĕсем тупăнчĕç. Сăмах май палăртса хăвармалла, Муркаш райповĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессине, специалистсен пĕлÿ шайне ÿстерессине тĕп вырăна хурса ĕçлет. Çавăн пекех тин кăна вĕренсе тухнă çамрăк ĕçченсене ĕçе хăнăхтарассине те йĕркелет.
– Эпир хамăр пата пурне те хапăл туса кĕтетпĕр. Кану каçĕ йĕркелес текенсем маларах пĕлтерме пултараççĕ. Пĕлтермен пулсан та темех мар, сирĕн ыйтăва пурпĕр тимлĕхсĕр хăвармăпăр, – терĕ пиццери заведующийĕ М. Колбасова.
Р. Илларионова.