Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 15 çул информаци уçлăхĕнче

28 декабря 2011 г.

Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнчи WWW.MORGAU.CAP.RU сайта паян уйăхсерен 80–120 пин çын вулать. Вăл шутра – Америка çĕр-шывĕсенче, Исландире, Польшăра, Киргизстанра, Белоруссире тата тĕнчери ытти нумай-нумай кĕтесре пурăнакансем те. Районта пурăнакансемшĕн вара сайт тĕрлĕ хыпар пĕлтерÿçи вырăннех.

Администраци сайтне йĕркелессин пуçламăшĕнче Валерий Григорьевич Лаврентьев тăнине асăнмасăр иртме çук. Пензăри политехника институтне вĕренсе пĕтернĕ радиоинженер малтанах çĕр-шывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсенче тăрăшнă. Муркашра ĕçлеме пуçласан та вăл çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тăрăшассишĕн ăнтăлма пăрахман. Çавăнпах ĕнтĕ Муркаш районĕн официаллă сайчĕ республикăра чи «ватти». Валерий Григорьевич ун чухне хăйĕн ĕçтешĕсемпе – Шупашкар район администрацийĕнче ĕçленĕ Д. Жаворонкинпа тата Етĕрне район администрацийĕнче вăй хуракан А. Васильевпа – тачă çыхăнура ĕçленĕ.

Районта çĕнĕ технологисене вăя кĕртессине ун чухнехи район пуçлăхĕ В.И. Вязов та нумай тимлĕх уйăрнă. Вăл вăхăтра ял тăрăхĕсем валли 12 компьютер илнĕ.

Района информатизацилессинче Иван Николаевич Кондратьевăн тÿпи те питĕ пысăк. Вăл çине тăнăран ĕнтĕ ун чухне кашни ял администрацийĕн сайтне туса хунă, 20 шкулăн, ял хуçалăх предприятийĕсен сайчĕсем ĕçлеме тытăннă.

Çапла вара Муркашсен сайчĕ сервер çине пĕрремĕш вырнаçнă. Ун хыççăн – Шупашкар районĕн. Пирĕн район сайчĕ вара Пĕтĕм Раççейри сайтсен конкурсĕнче «Район администрацийĕн чи лайăх сайчĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулма та пултарчĕ. Паян та вăл лайăххисен, малта пыракансен ретĕнче.

6 çул каялла, улшăнусене шута илсе, районти ял тăрăхĕсен 16 сайчĕ пĕр кунра «çуралчĕ». Çавăнтанпа вĕсен летопиçĕ те çырăнса пырать. Вĕсем те хăйсем хушшинчи конкурссенче мала тухас тесе кăна мар, сайта йĕркелесе пыракансем çынсене интереслĕ те усăллă информаципе тивĕçтерес тесе кунсерен тăрăшаççĕ.

Паян вара тĕллевсем татах та пысăк. Район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ В.Г. Лаврентьев пĕлтернĕ тăрăх муниципаллă услугăсемпе электронлă майпа тивĕçтерессине йĕркелеме, районти муниципаллă тытăмсен пĕрлĕхлĕ информаци тытăмне туса хума, районăн фото- тата видеоархивне, видеостудине йĕркелеме вăй çитересшĕн. Районăн Интернет тата кабель телевиденине ĕçлеттерсе ярас шухăшсем те пур иккен. Çакă пĕтĕмпех районта пурăнакансен пурнăçне лайăхрах тума май парĕ.

Паян вара информаципе тивĕçтерекен пайра вăй хуракансем – В. Лаврентьев, Н. Григорьева, Н. Павлова тата А. Николаев – район сайтне интереслĕ, усăллă тума пулăшакансене портал 15 çул тултарнă ятпа саламласа тав сăмахĕ калаççĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа татах та пысăкрах ÿсĕмсем тума пултарасса ĕненеççĕ вĕсем.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика