Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника енчен палăрнă

24 декабря 2011 г.

Техника енчен палăрнă

«Чулхула облаçĕнчи Балахна хулинче пултăмăр. Виçĕ кун пынă ăмăртăва ахаль кайман: эпир чи лайăххисен ретĕнче», – савăнăçлăн пĕлтерчĕ С. Черкашин тренер.

Унта Маргелов генерала асăнса боксерсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Сергей Васильевич çак ăмăрту уншăн уйрăмах хаклă пулнине калать. Маргеловăн ĕç-хĕлĕ ăна хăйне питĕ çывăх: десантниксемпе тата интернационалистсемпе çыхăннă.

Тĕрлĕ вырăнсенчен ăмăртăва 123 çамрăк пухăннă: Казахстанран та, Самара тăрăхĕнчен те, Тутарстанран та, Раççейĕн ытти кĕтесĕсенчен те. Чăваш енрен вара – Муркаш боксерĕсем виççĕн. Виççĕшĕ те çĕнтерÿçĕ ячĕпе таврăннă: Денис Грачев (36 кг), Алексей Корчагин (57 кг) тата Стас Кожевников (56 кг).

Стас пирки (сăн ÿкерчĕкре) уйрăммăн тата акă мĕн хушса каламалла. Вăл çавăн чухлĕ çамрăк хушшинче техникăпа чи ăсти ят илме пултарнă. Çавăнпах ĕнтĕ Маргелов генерал ывăлĕнчен – Совет Союзĕн Геройĕнчен – ятарлă парнепе грамота илнĕ. Ку чыса унăн тренерĕ С. Черкашин та тивĕçнĕ.

Сергей Васильевичăн вара ĕмĕтсем татах та пысăк. Акă икĕ уйăха яхăн ĕнтĕ вăл бокс рингĕсем çине кăларма Юнкăпуçĕнче ачасене «шырать». Районти «Моргаушская» строительство организацийĕн ертÿçи В. Семенов Юнкă тăрăхĕнчи çамрăксене пулăшас тĕллевпе организацин спортзалĕнче бокспа тренировкăсем ирттерме пур услови те туса панă. Ачасен шкулта спорт залĕ çукки кунта вĕсене мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтернипе саплашăнать тесен тен тĕрĕсех пулмасть пулĕ. Анчах та бокс занятийĕсене çамрăксем чылаййăн çÿрени тата, С. Черкашин калашле, «куçĕсенче хĕм пулни» паха, хаклă. Апла – çĕнĕ ятсем, çĕнĕ çĕнтерÿсем кĕтетпĕр.

Н. Николаева.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика