Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прокуратура юр тасатма хистет

24 декабря 2011 г.

Прокуратура юр тасатма хистет

Хĕл кунĕ лапка-лапка çăвакан юрпа илемлĕ. Çул-йĕр çинчи шурă, хулăн кавире вăхăтра хырса пуçтарсан вара пурне те кăмăллă, уйрăмах ял çыннине. Çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси чи малтан пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе çыхăннă, çак ĕç ял тăрăхĕсем çине тиеннĕ. Çакна «Об общих принципах организации местного самоуправления» Федераллă саккун та çирĕплетет. Анчах та ку саккун пур чухне те пурнăçланмасть. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен хăш-пĕр пуçлăхĕсене тивĕçе туллин пурнăçламаннишĕн ятран асăнса «тав сăмахĕ» каласан та ытлашши пулмĕччĕ. Çак саккун тĕлĕшпе район прокурорĕн тивĕçне пурнăçлакан Ю.М. Семенов акă мĕн пĕлтерчĕ:

– Çÿлерех асăннă саккунпа, Раççей Федерацийĕн пушар хăрушсăрлăх правилипе, ытти йĕркепе килĕшÿллĕн çул-йĕр тата хăш-пĕр ытти сооружени патне пушар машини пĕр чăрмавсăр çитме пултармалла. Ăна валли, паллах, тĕрлĕ чăрмава пăхмасăр, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çул-йĕре юртан тасатакан организацисемпе килĕшÿ тумалла, ĕçе мĕнле пурнăçланине çирĕп тĕрĕслемелле.

Çул-йĕре тасатман тĕслĕхсем вара тăтăшах тĕл пулаççĕ, çакă çынсене тивĕçтермест. Çавна май пирĕн пата уйрăм çынран е ушкăнпа çырнă çăхавсем килеççĕ. Пирĕн ĕçченсем çийĕнчех тĕрĕслеве тухаççĕ, тивĕçе пурнăçламан пуçлăхсене явап тыттараççĕ. Акă ун пекки Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пулса иртрĕ. Сыпай, Елача, Итакачкасси, Кÿстерек, Иштерек ялĕсенчи çул-йĕре юртан вăхăтра тасатман. Пирĕн пата кун пирки ушкăнпа çырнă çăхав килчĕ. Çул-йĕр тасатас пирки «Волготрансгаз» ОООпа килĕшÿ тунă. Анчах та организаци ĕçне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕрĕслесе тăман, ĕçе пурнăçламаннине пĕлсе тăрсах килĕшĕве татман. Çапла вара Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Голубев РФ КоАПăн 20.4 статйин 8 пайĕнчи йĕркене пăхăнман. Пуçлăх административлă майпа йĕркене пăснă.

Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлама сĕнес килет. Инкек-синкек алăкран шаккасса кĕтес марччĕ.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика