24 декабря 2011 г.
Çĕнĕ çулччен – шутлă кунсем
Обществăлла апатлану
Обществăлла апатлану предприятийĕсем пĕтĕмпе 76908,5 пин тенкĕлĕх (118,3 процент) продукци реализациленĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕпе вăл 41686 пин тенкĕпе (116,5 процент), Муркаш райповĕпе 30601 пин тенкĕпе (121,1 процент) танлашнă.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси
Кăçал пĕтĕмпе 5196,7 тонна (102,9 процент) аш-какай туса илнĕ. Вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче 1512,4 тонна (112,4 процент), уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче 3529 тонна (98 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 155,3 тонна (146,5 процент).
Пĕтĕмпе районĕпе 38238,2 тонна (1,2 процент сахалрах) сĕт суса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт сăвасси 7,4 процент чакнă (7744,2 тоннăпа танлашнă), уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче çав шайрах – 30095 тонна. Кашни ĕне пуçне вăтамран 3980 килограмм (97,1 процент), ял хуçалăх предприятийĕсенче 3599 килограмм (91,1 процент) сĕт суса илнĕ.
Чăхсенчен 70653,2 пин штук (121,5 процент) çăмарта илнĕ.
Самăртма хупнă мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 545 грамм (103,4 процент), сыснасем 375 грамм (124,2 процент) ÿт хушнă. Пĕтĕмпе 1698 пуç (90,9 процент) пăру, 10917 пуç (97,1 процент) çура илнĕ, кашни чăх 302 (100 процент) çăмарта тунă.
Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 82,5 центнер (102,9 процент) аш-какай, 607 центнер (98,8 процент) сĕт туса илнĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 15945 пуçа (103,4 процент), вăл шутра сумалли ĕнесен 9608 пуçа (101,8 процент) çитнĕ, сыснасен йышĕ 11305 пуç (81,7 процент) юлнă. Лашасем пĕтĕмпе те 115 пуç (иртнĕ çул 143 пуç пулнăччĕ).
Строительство
Иртнĕ вун пĕр уйăхра строительствăра инвестицисемпе пĕтĕмпе 448483,7 пин тенкĕпе (109,1 процент) усă курнă. Ку кăтарту уйрăм çынсен çурт-йĕрне тăвассипе 376614,2 пин тенкĕпе (107,6 процент) танлашать. Пĕтĕмпе çурт-йĕр 447959,7 пин тенкĕлĕх (120,2 процент), вăл шутран уйрăм çынсенне 376614,2 пин тенкĕлĕх (107,6 процент) хута янă. Ĕçе кĕртнĕ çурт-йĕр лаптăкĕ 23669,1 тăваткал метрпа (101,4 процент) танлашать. Лаптăкăшпе илес пулсан уйрăм çынсен çурт-йĕрне хута ярасси 10 процента яхăн чакнă, пĕтĕмпе 21158,1 тăваткал метрпа танлашнă.
Ĕç рынокĕ
Иртнĕ çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕçсĕррисен шутĕнче 90 çын пулнă пулсан, кăçал кун пеккисем 54 çын. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,27 процентпа (иртнĕ çул 0,41 процент пулнă) танлашать.
Э. СИМАКОВА,
район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.