24 декабря 2011 г.
Çынсен йышĕ – 142,9 миллион
2010 çулхи октябрьте 14-мĕшĕнчен тытăнса 25-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртрĕ. Халĕ унăн итогĕсене официаллă майпа пичетлесе кăларнă. Акă мĕн çинчен калаççĕ унăн итогĕсем.
2002 çултанпа Раççейре пурăнакан çынсен йышĕ 2,3 миллион чакнă е 1,6 процент. Çапла вара халĕ çĕр-шывра 142 миллион та 857 пин çын пурăнать. Çакăн пек даннăйсем пичетлесе кăларнă Росстат 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май «Российская газета» хаçатăн декабрĕн 16-мĕшĕнчи номерĕнче. Халăх йышĕ енĕпе Раççей Федерацийĕ тĕнчере саккăрмĕш вырăнта. Китайран, Индирен, Америкăран, Индонезирен, Бразилирен, Пакистанран тата Бангладешран кая юлатпăр.
Росстат пĕтĕмлетнĕ тăрăх Раççейре çынсен йышĕ чакассин хăвăртлăхĕ ÿссе пырать. 1989 çултан тытăнса 2002 çулччен çынсен йышĕ 1,8 миллион чакнă пулсан, тепĕр сакăр çул хушшинче вара – 2,3 миллион. Ялта пурăнакансен йышĕ чакасси хулара пурăнаканнисенчен 3 хут пысăкрах. 2002 çултан тытăнса ялĕ-ялĕпе массăллăн çĕр çинчен çĕтнĕ ялсем нумайланаççĕ. 2002 çултанпа 8,5 пин ял «çухалнă». Татах 19,4 пин ял юридици тĕлĕшпе хут çинче кăна шутланса тăрать, вĕсенче никам та пурăнмасть.
Раççейре пурăнакансен вăтам ÿсĕм шайĕ 39 çулпа танлашать. Ку вăл халăх ерипен «ватăлса» пыни пирки калать. 2002 çулта пурăнакансен вăтам ÿсĕм шайĕ 37,7 çулпа танлашнăччĕ.
Хĕрарăмсен шучĕ ерипен ÿсет: вĕсем арçынсенчен 10,7 миллион нумайрах. Мăшăрлă çемьесен шучĕ 2002 çулхипе танлаштарсан 1 миллион чухлĕ чакнă, 33 миллионпа танлашать. Вĕсенчен 13 проценчĕ хăйсен çемье хутшăнăвĕсене официаллă майпа çирĕплетмен. Çемьесем арканасси ÿснĕ, кунпа пĕрлех 16 çул тултармасăрах çемье çавăракансем сахалланнă.
Халăхăн наци йышĕ пирки калас пулсан, çавă пĕлтерĕшлĕ самант. Хăйсем мĕнле наци çынни пулнине кăтартас теменнисем нумайланнă. 2002 çулхи çырав даннăйĕсемпе танлаштарсан, кун пеккисем 2,7 процент нумайланнă, 5,6 миллион çын пулнă. Хăйсене вырăс тесе çынсен 80,9 проценчĕ (2002 çулта – 80,64 процент) йышăнать. Наци йышĕ тĕлĕшпе иккĕмĕш вырăнта унчченхи пекех тутарсем, 3,87 процент унчченхи пекех юлнă. Виççĕмĕш вырăнта малтанхи пекех украинецсем, анчах вĕсен шайĕ 2,05 процентран 1,41 процента юлнă. Хыççăн черетре пушкăртсем, чăвашсем, чеченсем, армянсем, аварсем, мăкшăсем тата казахсем. Ытти наци çыннисемпе танлаштарсан чеченсен, аварсен тата армянсен йышĕ уйрăмах ÿсни палăрать.
2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерме 17 миллиард тенкĕ тăкакланă тесе палăртаççĕ.