Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Таса шыв» программăна маларах пурнăçласшăн

24 декабря 2011 г.

«Таса шыв» программăна маларах пурнăçласшăн

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев раштавăн 19-мĕшĕнче «Чăваш Республикин Президенчĕн 2008 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнчи 123-мĕш " Указне улшăнусем кĕртес-си» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн «Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009-2020 çулсенче паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăна улшăнусем кĕртнĕ. Унта палăртнă мĕн пур ĕçе пурнăçлама пурĕ 23,6 млрд. тенкĕ уйăрма пăхнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Гончаров ытлари кун Правительство çуртĕнче Указа ăнлантарса пачĕ.

– Чăваш Ен 2011-2017 çулсем валли çирĕплетнĕ федерацин «Таса шыв» программине пурнăçлама хутшăнать. Эпир регионсен ял-хулана ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли, çурт-йĕртен таса мар шыва юхтарса кăларассине тата тасатассине йĕркелемелли тĕллевлĕ программисене суйласа илес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурс витĕр ăнăçлă тухрăмăр, – пĕлтерчĕ Александр Николаевич. – Çакă федераци хыснинчен 467,5 млн. тенкĕ илме май пачĕ. Ăна паха шыв парса тăмалли пăрăхсем хывнă çĕре ятăмăр. Икĕ пысăк объекта хута ярсан Вăрнар, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенче тата Комсомольски районĕн кăнтăр енчи ялĕсенче пурăнакансене таса шывпа тивĕçтерĕпĕр.

Çак тĕллев пурнăçлансан нормативпа килĕшсе тăман ĕçмелли шывпа усă куракансен йышĕ чакĕ. Анчах ку енпе хальлĕхе Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче, ытти çĕрте ыйту çивĕч. Кунпа пĕрлех чылай район-хулара биологин тасату хатĕрне тумалла тата мĕн пуррине юсамалла.

– Чăваш Ен федерацин «Таса шыв» программин картинче малашне те Мускавпа алла-аллăн тытăнса ĕçлесен хăйĕн тĕллевне маларах пурнăçласса шанса тăратăп, – терĕ министр. – Унта пăхнă ĕçсене тума 2012 çулта укçа-тенкĕн мĕн пур çăл куçĕнчен 1 млрд. тенкĕ ытла уйăрасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика