24 декабря 2011 г.
Çитес эрнерен пуçласа январĕн 10-мĕшĕчченех районта Çĕнĕ çула халалланă чылай мероприяти ирттерме палăртнă.
Культура пурнăçĕ уйрăмах пуян пуласси куç кĕрет. Кашни ял тăрăхĕнчех маскарад балĕсем планпа çирĕплетнĕ тăрăх декабрĕн 30–31-мĕшĕсенче иртеççĕ. Муркашри искусство шкулĕ Çĕнĕ çула декабрĕн 27-мĕшĕнче уявлать, малтанхи кун вара ФСК-ра çак хушма пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсен «Асамлă эрешсем» куравĕ уçăлать.
Муркашри Культура çуртĕнче маскарад балĕ декабрĕн 30-мĕшĕнче иртет. Тепĕр каçхине, декабрĕн 31-мĕшĕнче, район центрĕнче «Çĕнĕ çул каçĕ» ятпа культура мероприятийĕсем пурне те урама тухма чĕнĕç. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш каçĕнче Муркашри Культура çуртĕнче çамрăксем валли ятарлă программа хатĕрленĕ. Хĕл Мучипе Юр Пикене киле те, ĕç коллективĕсене те чĕнме пулать. Ку ĕçе те йĕркеленĕ.
Сурхури уявĕсемпе кивĕ Çĕнĕ çула халалланă каçсене хутшăнма культура учрежденийĕсене январĕн 6–7 тата 13-мĕшĕсенче çитме тăрăшăр. Районти историпе тавра пĕлÿ музейĕ акă йăлана кĕнĕ Сурхури уявне паллă тума январĕн 7-мĕшĕнче хăйĕн алăкĕсене уçать. Январĕн 8-мĕшĕ валли Муркашри Культура çурчĕпе Владимир Турă Амăшĕн турăшĕн православи чиркĕвĕн прихучĕ «Асамсен вăхăчĕ» ятпа ачасем валли ятарлă программа хатĕрленĕ.
Вĕрентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районти пур вĕрентÿ учрежденийĕсенче те уяв мероприятийĕсем палăртса хунă кунсенче иртĕç. Кунсăр пуçне уйрăмах тăрăшуллисемпе хастаррисем Президент елкинче те пулса курĕç.
Уяв кунĕсем спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян пулĕç. Январĕн 6-мĕшĕнче ФСК-ра шывра ишессипе «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи» ăмăрту иртет. Ача-пăча пултарулăх çурчĕ январĕн 5–6-мĕшĕсенче шашкăпа шахмат вăййисем ирттерме палăртнă. Çамрăк техниксен станцийĕ январĕн пĕрре-мĕш эрнинче техникăна пĕлекенсен тата çамрăк конструкторсен конкурсĕсене ирттерĕ. Ачасем валли тата ытти мероприятисене те пăхса хунă.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сахал тупăшлă та нумай ачаллă çемьесенчи ачасене Çĕнĕ çул уявне Шупашкара илсе каяççĕ. Ĕнер кун пек уявра ачасен пĕр ушкăнĕ пулнă та ĕнтĕ. Çитес тунти кун çакăн пек тепĕр ушкăн, ытлари кун инвалид ачасен ушкăнĕ тĕп хулана çул тытать. Ытлари кунах районта пĕлтершлĕ тепĕр уяв иртет: тăлăх ачасене капăр чăрăш патĕнче Хĕл Мучипе Юр Пике саламлĕç. Н. николаева.