Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕç

24 декабря 2011 г.

Пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕç

Ноябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 17-мĕшĕччен вĕренекенсен район шайĕнчи олимпиадисем иртрĕç. Ачасем хăйсен пĕлĕвне тата тавра курăмне пурĕ 21 предметпа тĕрĕслерĕç. Математика тата вырăс чĕлхипе литература предмечĕсемпе олимпиадăсене хутшăнакансем ытларах пулнă. Кăçал районта иртекен олимпиадăсен çĕнĕлĕх пулчĕ. Маларах унта 9–11 классем кăна хутшăннă пулсан, ку çул 7–8 классем те вĕсен йышне кĕчĕç.

Халĕ район шайĕнче мала тухнă аслă сыпăкри вĕренекенсем республика шайĕнчи олимпиадăсене (вĕсем Çĕнĕ çулхи уявсем хыççăн пуçланаççĕ) кайма хатĕрленеççĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнче малтанласа палăртнă тăрăх унта пирĕн районтан пурĕ 100 ытла вĕренекен хутшăнасси паллă.

Иртнĕ кунсенчех районти шкулсенче 3–4-мĕш классенче вĕренекенсем те хăйсене тĕрĕсленĕ. «Ăс-тăн вăййисем» пурĕ 5 предметпа иртнĕ. Аслăрах классенче олимпиадăсене ăнăçлă хутшăнма пултарасси çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика