24 декабря 2011 г.
Кире пуканĕ çĕклессипе малта, йĕлтĕр йĕрĕ çинче те
Декабрĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Хыркасси салинче кире пуканĕ çĕклекенсен ăмăртăвĕ пулчĕ. Г. Калинин интернационалист салтака халалласа иртекен уçă ăмăрту йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем унта район чысне тивĕçлĕ хÿтĕлерĕç. Екатерина Иванова 63 килограмлă виçе категорийĕнче çĕнтерме пултарчĕ. Александр Краснов хăйĕн ÿсĕмĕнче (68 кг) 3-мĕш пулчĕ.
Иртнĕ канмалли кунсенче йĕлтĕрçĕсен Чăваш Республикин Кубокĕн пĕрремĕш тапхăрне хутшăнса Джамиля Баранова (тренерĕ В. Моисеев) палăрчĕ. Малтанхи кун классика мелĕпе, тепĕр кунне ирĕклĕ мелпе ăмăртса вăл икĕ хутчен çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕ: икĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ.
Ф. Рылин,
ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн завучĕ.