21 декабря 2011 г.
Хĕллехи сезон уçăлчĕ
Иртнĕ шăмат кун районти йĕлтĕрçĕсем хĕллехи сезона уçма пуçтарăнчĕç. Шкул ачисен 27 команди тата ĕç коллективĕсен 14 команди старта тухрĕ. Сивĕрех çанталăк ăмăртăва курма пынисене пĕр вырăнта тăратмарĕ.
Муркашри искусство шкулĕн пултаруллă ушкăнĕ хăйĕн ташшипе пурин кăмăлне те хăпартрĕ. Йĕлтĕрçĕсене районти ертÿçĕсем саламласа ăнăçлă стартсем сунчĕç. Тупăшу нумай кĕттермерĕ.
Виçĕ çухрăмлă трассăна парăнтарма чи малтанах вăтам шкулсен командисене заявкăсем панă тăрăх регистрацилерĕç. Калайкассинчи, Ярапайкассинчи тата Йÿçкассинчи шкулсем икшер команда тăратнă иккен. Çакна, паллах, ырламалла. Ытларах ачана спорта явăçтаракан тренерсем тав сăмахне тивĕç.
Шăпах тен вĕсем икĕ команда тăратнăран Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем финиша пĕрремĕш çитрĕç. Çĕнтерÿçĕсене хурласа калас килмест – хастар команда пухнă вĕсем. Хыççăнхи вырăна Ярапайкассинчи вăтам шкул команди тухрĕ, виççĕмĕш вырăнта – Калайкассинчи вăтам шкул.
Тĕп шкулсен командисем тата ĕç коллективĕсен командисем ăмăртăва маларах вĕçленисен сĕнĕвĕсене илтме тăрăшрĕç, вĕсене шута илмелли пирки калаçрĕç. Стартчен трасса мĕнле пулнипе кăсăкланма ĕлкĕрчĕç вĕсем. Хыççăн – çил пек малалла вирхĕнчĕç.
Ку командăсен шутĕнче тăватшар çын пулнăран вĕсен тупăшăвĕ часрах вĕçленчĕ. Тĕп шкулсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне Сыпайри тĕп шкул команди тивĕçрĕ. Ĕç коллективĕсенчен «Ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК» хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕ мала тухрĕ. Кашмашри тата Атапайри тĕп шкулсен командисем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Ĕç коллективĕсенчен кун пек чыса «Свобода» тата «Ударник» хуçалăхсен командисем тивĕçрĕç.
Н. Николаева.