21 декабря 2011 г.
Муркашсен маттур ывăлĕ С.М. Михайлов (Янтуш) 190 çул тултарчĕ
Муркаш районĕнче сахал мар маттур ывăл-хĕр çитĕннĕ, çав шутра – чăваш халăх историйĕпе культуринче тарăн йĕр хăварнисем те. Шăпах вĕсенчен пĕри – Вăтам Атăл çи тăрăхĕн пĕрремĕш тавра пĕлÿçи, этнограф-çыравçи, историкĕ, Раççей географĕсен пĕрлĕхĕн членĕ С.М. Михайлов (Янтуш) çуралнăранпа 190 çул çитнине паллă турĕç те ĕнтĕ Муркашсем. Уяв паллă ентеш çуралнă тăрăхра – Юнкăри С.М. Михайлов (Янтуш) ячĕпе хисепленекен шкулта иртрĕ. Унта И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн преподавателĕсем, тавра пĕлÿçĕсем, райоти чăваш чĕлхипе литература учителĕсемпе культура ĕçченĕсем, Юнкă шкулĕнче вĕренекенсемпе ку тăрăхра пурăнакансем хутшăнчĕç.
Юнкăран Мускав таран
Чи малтанах пуçтарăннисем Спиридон Михайловичăн стелли умĕнче митинг ирттерчĕç. Асăну митингне уçнă май Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Фомин ку тăрăхри çынсем хăйсем Янтуш тăрăхĕнче пурăннипе мăнаçланнине палăртрĕ. Мăнаçланнипе пĕрлех Спиридон Михайловичăн ятне-сумне çÿлте тытас, унăн ятне упрас, унăн ĕçне малалла тăсас тесе районта сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.А. Калинин çакна палăртрĕ. 1966 çулта Янтуш çуралса ÿснĕ ялти шкула унăн ятне панă. Спиридон Михайлов çуралнăранпа 175 çул çитнине уявланă вăхăтра Юнкăра çĕнĕ шкул тума палăртса хăварнă. Тепĕр пилĕк çултан палăртни пурнăçланчĕ: Юнкăри С.М. Михайлов ячĕллĕ шкул капмар çурта куçрĕ. Ăна эпир ентешĕмĕрĕн 180 çулхи юбилейĕ умĕн 2001 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче хаваслă лару-тăрура уçрăмăр.
Ентешĕмĕрĕн 185 çулхи юбилейĕ тĕлне ăна асăнса музей уçма шутларăмăр. Хаваслă лару-тăрура вăл хăйĕн алăкĕсене ентешĕмĕрĕн юбилейĕнче декабрь уйăхĕнче яриех уçрĕ. Янтуша асăнса лартнă стеллăна та çав кунах уçнă.
– Пирĕн Спиридон Михайловичăн ĕçне малалла тăсассипе ĕçлемелле, – терĕ Владимир Аркадьевич.
Ку енĕпе вара районта кăна мар, республикăра та палăртса хунă ĕçсем пур иккен. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн этнологипе антропологи пайĕн ертÿçи, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г.Б. Матвеев Спиридон Михайловичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕнеке пуçтарса хатĕрлемеллине палăртрĕ. Институт ирттерме хатĕрлекен комплекслă экспедицинче Янтушăн ентешĕсем – Муркашсем активлă хутшăнасса та шанаççĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн доценчĕ О.В. Студенцев палăртнă тарăх Янтушăн ниçта пичетленмен ал çырăвĕсем те 20 иккен. Чăваш ачи «Казанские губернские новости» тата Мускавра тухса тăракан ытти изданисенче пичетленнине чăн-чăн пысăк ăнăçу тесе хакларĕ.
Митингра Янтушсен йăхĕ ячĕпе А.М. Яндушкин район администрацине, килнĕ хăнасене хăйсен тăванне манманшăн, унăн чысне-сумне çĕкленĕшĕн тав турĕ. Сăмах май каласан С.М. Михайлов (Янтушăн) стелли шăпах унăн çурчĕпе юнашар вырнаçнă. Чĕрĕ чечексем хучĕç митинга пуçтарăннисем стелла умне.
Районшăн ÇЕÇ мар,
республикăшăн та пĔлтерĔшлĔ ку Çурт
Ун хыççăн хăнасем С.М. Михайлов (Янтуш) музейĕнче пулса курчĕç. «Куç умне шăп та лăп Çпиркка тухса тăчĕ», – терĕç хăнасем музейра сĕтел хушшинче вĕренсе ларакан 3-мĕш класс ачине курсан. Шăпах çак ÿсĕмре 8 çулта Спиркка Чикме хулине Т.Ф. Михеев купца патне вĕреннĕ çын пулма тухса каять. Музейри япаласене пăхсан юнкăсем хăйсен ентешĕн кун-çулне паян кун та тĕпчени куç умĕнчех. Спиридон Михайловичăн тăванĕ, Юнкă шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Е.Г. Яндушкина, Янтуш раттин «пурнăç йывăçĕпе» паллаштарчĕ. Хăйĕн ывăлĕпе Чăваш патшалăх университетĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен ывăлĕпе Мишăпа вĕсем ял тăрăх ватă çынсенчен сахал мар ыйтса пĕлнĕ. Çапла майпа Янтушсен тепĕр икĕ сыпăкне тупса палăртнă. Елена Григорьевна Спиридон Михайлович хăй килĕнче шкулта (çавăнтанпа ку историе Юнкăра пуçламăш шкул уçăлнипе кĕрсе юлать) хăй хатĕрленĕ букварьпе вĕрентнине асăнчĕ. Шел, Спиридон Михайлович хатĕрленĕ букварь сыхланса юлайман. Анчах та паллă ентешĕмĕрпе çыхăннă тепĕр япалана вара сыхласа хăварма паян май та пур, çапла тума кая та мар. «Спиридон Михайлович çуралса ÿснĕ кил паян та пур. Вăл районти чи кивĕ çурт шутланать. Çавна упраса хăварасчĕ»,– тет Е.Г. Яндушкина.
Чăннипех те ку Муркаш районĕшĕн çеç мар, республикăшăн та истори палăкĕ вырăннех пулма кирлĕ.
Янтуш ятне сŸнтермĔÇ Муркашсем
Янтуш 190 çул тултарнине халалланă наукăпа практика конференцийĕ Юнкă шкулĕнче иртрĕ. Тухса калаçакансем хамăр ентешĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинче чарăнса тăчĕç. Паллă ентешĕмĕр Мускаври, Хусанти, Петербургри журналсенче 30 ытла материал пичетленине палăртрĕç. Вĕсем пурте чăваш, вырăс, çармăс халăхĕсен этнографийĕпе, историйĕпе, географийĕпе, статистикипе çыхăннăскерсем пулнă. Çавăн пекех вăл калавсемпе инсценировкăсем, сăвăсем те çырнă. Тĕпрен илсен, ăсчахсем палăртнă тăрăх, Спиридон Михайлович вырăсла çырнă. Унăн 6 ĕçĕ çеç чăвашла. 1852–1860 çулсенче Спиридон Михайлович 50 ĕç çырать. Вĕсенчен 33-шĕ пичетре кун çути курнă.
Янтушăн пурнăçĕн, ĕçĕ-хĕлĕн тата ытти саманчĕсем çинче чарăнчĕç конференцире. Унсăр пуçне Янтушăн чысне çÿлте тытас, унăн ĕçне малалла тăсас тесе мĕн тумалли енĕпе сĕнÿсем пачĕç. Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн президенчĕ Е.Е. Ерагин шучĕпе Юнкăри Янтуш стелли патне лайăх çул тумалла, кунта асăну комплексне уçмалла. Çавăн пекех Янтуш пулнă, çÿренĕ вырăнсене тухса çÿрени те вырăнлă пулмалла.
Истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.П. Иванов калашле, С.М. Михайлова (Янтуша) асăнса пысăк палăк лартма та вăхăт çитнĕ республикăра. Ентешĕмĕр 195 çул тултарнă тĕле ку ĕçе тума ĕлкĕрсен аван пулмалла. Çавăн пекех Янтуш ячĕллĕ фонд туса хурсан та вырăнлă пулмалла. Ку вăл унпа çыхăннă ĕçсене чылай хăвăртрах пурнăçлама май парĕччĕ.
Спиридон Михайлович хăйĕн пурнăçне историпе этнографие тепчес ĕçе халаллани хăех пире унăн ĕçне малалла тăсмаллине пĕлтерет. Çавна тĕпе хурса ĕнтĕ эпир республикăра чи малтан хамăр районăн энциклопедине кăлартăмăр. Ытти нумай-нумай маттур ентешсемпе пĕрле С.М. Михайлов кун-çулĕ те унта курăмлă вырăн йышăнчĕ. Ун хыççăн хамăр халăхăн ырă йăли-йĕркисене тепĕр çĕнĕ кĕнекере çырса хăвартăмăр. «Муркаш районĕ: уявсем, йăла-йĕркесем» ятлă пулчĕ вăл. Çакăн çинчен асăнчĕ депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн çумĕ, Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн членĕ В.И. Вязов. Валерий Иванович район энциклопедийĕн 2-мĕш томне кăларма вăхăт çитнине палăртрĕ.
Наукăпа практика конференцине вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Ку шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.В. Шандимирова Юнкăра çуралса ÿснĕ тепĕр çыравçă пулнине палăртрĕ. Вăл Н.Я. Яковлевăн ăс-хакăла вĕрентекен произведенийĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Тата çак шухăша палăртрĕ: Николай Яковлевичăн хĕрĕсем ашшĕне республикăри çыравçăсен йышне кĕртессе шанаççĕ, кĕтеççĕ.
Çакна та палăртма кăмăллă. Пирĕн ентеше – С.М. Михайлова (Янтуша) асăнса кăçалхи мартăн 19-мĕшĕнче Чăваш Енри тавра пĕлÿçĕсен канашĕн Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн Пухăвĕ «Тăван Ене тĕпчессинчи çитĕнÿсемшĕн» («За успехи в изучении родного края») медале çирĕплетнĕ. Наукăпа практика конференцийĕнче ентеше асăнса хатĕрленĕ медале А.М. Яндушкина, В.М. Илугина, Юнкă шкул директорне В.Г. Федорова тата çак ял тăрăхĕн пуçлăхне В.В. Фомина пачĕç.
Ентеше халалланă мероприятире Спиридон Михайловича асăнса ирттернĕ мульти меди презентацин, ÿкерчĕксен конкурсĕсене тата Интернет-олимпиадăна пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем пачĕç. Уяв вара Юнкă шкул ачисен концерчĕпе вĕçленчĕ.
Л. Павлова.