21 декабря 2011 г.
Харпăр хăй ĕçне пуçарма тĕллев лартман-и?
Чăваш Ен экономикишĕн никĕсри тĕп тытăм – пĕчĕк тата вăтам бизнес. Юлашки икĕ çулта мĕн пур бюджетăн укçи-тенки шучĕпе паракан патшалăх пулăшăвĕ икĕ хут ÿсрĕ е çакă 300,3 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ калăпăшлă (50 пинрен пуçласа 250 тенкĕ таран, 300 пинрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран грант) пулăшу памалли программа ĕçлет. Малашлăха пăхса çĕннине вăя кĕртес, çапла майпа харпăр хăй ĕçне аталантарса хушма тупăш илес тĕллевлисене валли патшалăх питĕ вырăнлă пулăшу уйăрать. Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн хăйсен ĕçне пуçарма хатĕрленекен пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен патшалăх пулăшăвне тивĕçме ятарлă бизнес-план хатĕрлемелле. Çак йĕркепе тĕплĕнрех паллаштарма эпĕ район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçинчен Э.И. Симаковăран ыйтрăм.
– Эльвира Иосифовна, патшалăх пулăшăвне кăмăл тăвакан кашни çын тивĕçме пултарать-и?
– Патшалăх пулăшăвне хăйсен ĕçне пуçарас тĕллев лартнă пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем тивĕçме пултараççĕ. Çакăн пек пуçаруллă çынсем валли патшалăх ятарлă грант уйăрать. Патшалăх кун йышши грант парассине 2006 çултанпа йĕркеленĕ. Пулăшу тивĕçлисем патне çиттĕр тесе çулсеренех конкурс йĕркелетпĕр.
– Çапах та паян тĕллев лартнă, ыран вара сирĕн пата килнĕ, ун йышшисем пулăшăва тивĕçме пултарĕç-и?
– Паллах, çук. Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн гранта тивĕçес тесен чи малтан налук органне кайса регистрациленмелле. Анчах та регистрациленнĕ тапхăр пулăшăва тивĕçес вăхăт тĕлне пĕр çулталăкран ытла пулмалла мар.
– Конкурса хутшăнас текен çыннăн мĕнле документсем пулмалла-ха?
– Чи малтанах харпăр хăй ĕçне пуçăнас шухăшлă çыннăн вăл е ку енĕпе тупăш илме пултармалли пĕр-пĕр çĕнĕлĕх тупмалла. Эсир вăя кĕртес ĕç район тата хăвăр экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ те тупăшлă пулмалла. Çитес вăхăтра пурнăçлас çĕнĕлĕх валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кайма пултарнине шутламалла, çавна май çакна тĕпе хурса бизнес-план хатĕрлемелле.
– Тĕрĕс йĕркеленĕ бизнес-плана хăш шайра тишкереççĕ?
– Тĕрĕс те тулли хатĕрленĕ бизнес-плана Чăваш Республикин Экономикăпа суту-илÿ министерствинчи конкурс комиссийĕ пăхса тухать. Хăш чухне вара ку ĕçе районти ĕçлĕ комиссие те шанаççĕ. Комисси пĕр пуçаруçăран пĕр бизнес-план кăна йышăнать. Енчен те комиссие тăратнă документсем çителĕксĕр пулсан сирĕн ĕçе пăхса тухмаççĕ. Çакăн пирки ку енĕпе ответлă ĕçченсем çичĕ кун хушшинче çырса пĕлтереççĕ. Тĕрĕс хатĕрленĕ документсен пуххине вун пилĕк кун хушшинче пăхса тухаççĕ. Бизнес-плана балсемпе хаклаççĕ, 4 – 5 балл пухнисем патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ.
– Çапах та пуçаруçăсене патшалăх мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ парса пулăшма шантарать-ха;
– Ку тĕлĕшпе уйăракан пулăшу калăпăшĕ 300 пин тенкĕрен пысăк пулмасть. Ĕç пуçаруçи бизнес-планра пăхса хунин вунă процент чухлĕ ĕç пурнăçланине (мĕн чухлĕ тăкакланине) çирĕплетекен документ кирлĕ.
– Патшалăх пулăшăвĕ хăш шайри бюджетсенчен саплашăнать;
– Бизнес-плана ăнăçлă хÿтĕленĕ пуçаруçăсен ĕç-хĕлне федераллă тата республика шайĕнчен саплаштараççĕ.
– Çапах та пурнăç пур чухне те пĕр тикĕссĕн шумасть. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕн налук парăмĕ е панкрута тухас тапхăр, ытти кăлтăк пулма пултарать. Çакăн пек чухне патшалăх пулăшăвĕ пирки ĕмĕтленме май пур-и?
– Шел пулин те, çакăн пек чухне ун йышшисене конкурса хутшăнтармаççĕ.
– Тен гранта тивĕçнĕ пуçаруçăсене ятран асăнса хăваратăр?
– Кăçал 300 пин тенкĕллĕ гранта Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчен пĕр çын тивĕçрĕ. Бизнес-плана ăнăçлă хÿтĕленисен грант шайĕ тĕрлĕрен пулма пултарать. Ĕç калăпăшне тата пĕлтерĕшне кура 50 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран параççĕ. Пĕчĕкрех калăпăшлине тивĕçнисем ытларах.
– Пĕр миллион тенкĕллĕ гранта камсем тивĕçме пултараççĕ-ха?
– Кун йышши гранта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тивĕçеççĕ. Вĕсемпе малашне тачăрах ĕçлеме палăртатпăр.
Эпĕ вара пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсемпе тÿрремĕнех ĕçленĕрен çынсене пуçаруллăрах пулма сĕнесшĕн, уйрăмах çамрăксене. Патшалăх пулăшăвĕпе тĕрĕс те вырăнлă усă курма, харпăр хăй ĕçне анлăлатма тăрăшмалла.
Р. Илларионова
калаçнă.