Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сентресем вăхăтлăх пушанчĕç

21 декабря 2011 г.

Сентресем вăхăтлăх пушанчĕç

Чылайăшĕ асăрхарĕ пулĕ, Муркаш райповĕн лавккисенче хăш-пĕр улшăну пулса иртрĕ, сентресем çинче алкоголь продукцийĕ çухалчĕ. Çакă халăх хушшинче тĕрлĕ калаçу çуратрĕ, хаçат редакцине те ку тĕлĕшпе шăнкăравларĕç. Çак ыйтăва уçăмлатма эпĕ Муркаш райпо правленийĕн ертÿçипе Р.В. Скворцовăпа çыхăнтăм.

– Ку тĕлĕшпе пăшăрханма кирлĕ мар, çакă – вăхăтлăх пулăм. Сентресем алкоголь продукцийĕнчен пушанни унпа суту-илÿ тумалли лицензи вăхăчĕ тухнипе çыхăннă. Ăна çак кунсенче йĕркелесе çитеретпĕр. Уяв тĕлне лавккасенчи сентресем малтанхи пекех тулăх пулĕç, хальлĕхе хакĕсем улшăнмаççĕ.

Самантпа усă курса тепĕр хыпар пĕлтересшĕн. Декабрĕн 23-мĕшĕнче Чапаев урамĕнче (малтанхи киносеть çурчĕ) 11 сехет тĕлĕнче апатланăвăн çĕнĕ точки уçăлассине пĕлтеретĕп. Савăнăçлă саманта пурне те хапăл туса йыхравлатпăр.

Р. Илларионова

калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика