17 декабря 2011 г.
Çын организмĕ тăтăшах тĕрлĕ витамин ыйтать. Хĕлле тата çуркунне вара вăл пире ытларах та кирлĕ. Çавна май пирĕн организм çирĕп пултăр, чир-чĕре хирĕç кĕрешме пултартăр тесен хамăра хамăр пулăшмалла, витаминсемпе пуян тĕрлĕ çимĕç çиме тăрăшмалла.
Акă халĕ шăпах кантăк сулли çине тăпра тултарнă ещĕке сухан лартма, петрушка, укроп акма пулать. Паллах кунта маларах янтăланă тăпра пулсан аван. Енчен те сирĕн хатĕрленĕ тăпра çитеймест е пачах çук, ан пăшăрханăр. Кун пек чухне кĕл тата пăчкă кĕрпи хутăштарсан аван. Пысăкрах пуçлă суханран, тĕслĕхрен, севокран шултăра та парка çулçăсем тухаççĕ. Сухана лартнă хыççăн лайăх шăвармалла, çутă хутпа витсе ăшă çĕре лартмалла. Çапла вара витаминлă çимĕç пĕр тикĕс шăтать. Çак ĕçе ырана хăвармасăр пурнăçласан Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинчи салата хăвăр лартса тунă ешĕл суханпа илемлетме пулать. Халĕ ытларахăшĕ торт курупкипе усă курма тăрăшать. Çакă чăннипех те питĕ меллĕ, ытлашши шăварсан та шыв айккинелле сăрхăнмасть.
Укроп е петрушка вăррине акас умĕн ăшă шыва ярăр, ăшă çĕре лартăр, çапла майпа вăл лайăх шĕвет, хăвăртрах шăтать. Ещĕке малтанхи мелпех вырнаçтарăр. Шăтнă калчана вара çутă кирлĕ, çавăнпа та кантăк умне лартăр.
Тăпра маларах хатĕрлеме ĕлкĕреймесен те пăшăрханма кирлĕ мар. Симĕс сухана шыв тултарнă банка е стакан çине лартма пулать. Сухан савăта кĕрсе ÿкесрен хытă хут çине пĕчĕк шăтăк касса кăларса лартмалла.