Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтел çинче – техĕмлĕ салă

17 декабря 2011 г.

Ялсенче сысна пусмалли хĕрÿ тапхăр пырать. Хушма хуçалăхра çу каçипе самăртнă сысна какайне, паллах, ытти регионтан кÿрсе килнипе танлаштараймăн. Хамăр ÿстернинчен хатĕрленĕ апат-çимĕç техĕмлĕрех, пахалăхлăрах пулать. Эпĕ паян сире хам çулсеренех усă куракан рецептсемпе паллаштарасшăн. Паллах, кашни кил хуçи хĕрарăмĕ хăйне май ăста. Çапах та пĕр-пĕрин сĕнĕвĕ ытлашши пулмĕ. Ку тĕлĕшпе район хаçатĕнче манăн ыттисен сĕнĕвĕсемпе те паллашас килет.

Сысна пуснă хыççăн аш сивĕнсе кайиччен ан тăхтăр, çурăм çинчи салăна касса илĕр. Вăл тĕлти, ыттипе танлаштарсан, пахарах шутланать. Ăшăлла касса илнĕ салă çиме çемçерех. Салăна тĕрлĕ мелпе хатĕрлеме пулать.

Малтанах шыв янă савăта çулăм çине лартăр, вĕреме кĕрсен тăвар, лавр çулçи хушăр. Хăвăр кăмăлăра кура салăна касса вĕтетĕр. Вĕрекен техĕмлĕ шыва 2–3 минутлăх салă касăкĕсене ярăр, анчах та ытлашши ан тытăр, унсăрăн пиçсе каять. Палăртнă вăхăт çитсен пысăк чашăка шăтăклă кашăкпа турамсене кăларса хурăр. Сивĕнсе кайиччен типĕ савăта сийĕн-сийĕн салă касăкĕсене хурăр, ун çине хăвăр кăмăлăра кура тăвар, хĕрлĕ пăрăç, вĕттĕн туранă ыхра сапăр. Кашни ретне çапла тумалла, пĕр талăклăх ăшă çĕре хупласа, пусăрăнтарса лартмалла. Кайран вара сивĕ çĕре лартма та юрать.

Халĕ вара шыва ямасăр типĕлле хатĕрлесе пăхар. Типĕ чашăка тăвар, пăрăç, вĕтетнĕ лавр çулçи ямалла. Çавăнта турамсене тĕрлĕ енлĕ йăвантармалла. Кайран вĕсене савăта сийĕн-сийĕн хумалла, вĕтетнĕ ыхра сапмалла. Çителĕклĕ чухлĕ хурса çитерсен йывăр япалапа пусăрăнтармалла, пĕр талăклăх ăшă çĕре лартмалла.

Çавăн пекех халĕ шĕвĕ тĕтĕм (жидкий дым) сутаççĕ. Унпа хатĕрленĕ салă та уçă тĕтĕм çинче янтăлани пекех техĕмлĕ пулать. Апачĕ тутлă пултăр.

Л. Иванова.

Муркаш сали.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика