17 декабря 2011 г.
Шурă кавирпе витĕннĕ пахчара хĕрлĕ сапакаллă палан куçа аякранах йăмăхтарса ларать. Витаминсен пуххине хăшĕ усă курма кĕркунне татса кĕртет, хăшĕ вара çырлана йывăç çинчех хăварать. Кун пек чухне палан çырлине кăмăллакан кайăксене хĕл кунĕнче пысăк савăнăç кĕтет.
Палан çимĕçĕ кĕрхи сивĕсем пуçлансан тутлăланать, тĕрлĕ витаминпа пуянланать. Çак çырла кашни çулах пысăк тухăç парать. Палан çын организмне уйрăмах çуркунне питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен ун чухне пире витаминсем çитмеççĕ.
Палан чечеккинчен тата хуппинчен хатĕрленĕ сиплĕ шыва ÿт-тир чирĕсемпе кĕрешме сĕреççĕ. Палан сĕткенне е шывне пылпа хутăштарса шăнса пăсăлсан, вун икĕ пÿмĕклĕ пыршăн тата апат хутаççин язвинчен, ÿт-тир пÿрленсен ĕçеççĕ. Пит çинчи пÿрлешкесене хирĕç кĕрешме палан сĕткенĕпе усă кураççĕ. Шăл тунисене сывлăхлă тăвас тетĕр пулсан палан чейĕ ĕçĕр. Урана шăнăр туртса хутлатрĕ пулсан палан çырлин шывне ĕçмелле. Ăна валли 5 апат кашăкĕ типĕтнĕ е чĕрĕ палан çырлине илмелле, лăпчăтмалла. Майĕпен 3 стакан вĕренĕ шыв ямалла, çак хутăша пĕр сехетлĕх лартмалла. Хатĕр шĕвеке апатланиччен çуршар стакан кунне тăватă хутчен ĕçмелле.
Паланăн çимĕçĕ кăна мар, йывăç хуппийĕ те питĕ усăллă. Хупăран тĕрлĕ эмел янтăлама пулать. Анчах та эмел тата сиплĕ шыв хатĕрлеме хупăна çуркуннех хатĕрлемелле. Йывăç сĕткенĕ куçма пуçличчен касмалла, мĕншĕн тесен çак вăхăтра хупăна вистеме çăмăлтарах, вистенĕ хыççăн уçă сывлăшра типĕтмелле. Халăх медицининче палан хуппипе ÿслĕк аптăратсан, шăнса пăсăлсан, сывлăш пÿлĕнсен, ÿпке туберкулезĕнчен, апат хутаççин тата пÿре чирĕсенчен усă кураççĕ. Гипертони чирĕнчен палан хуппинчен вĕретнĕ шыва кунне виçĕ хутчен апатланнă хыççăн пĕр-икĕ апат кашăкĕ чухлĕ ĕçсен аван.
Çавăн пекех паланран варени, сĕткен хатĕрлеме тата ытти хăш-пĕр апат-çимĕçе хушма пулать.
Э. Фомина,
районти тĕп терапевт.