Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх

17 декабря 2011 г.

Ятман ялĕнчи Татьяна Викторовна Малова çинчен илтмен çын сахал пулĕ. Вăл питĕ пуçаруллă, пултаруллă хĕрарăм, тĕрлĕ чĕр чун тусĕ.

Унăн хушма хуçалăхĕнче çирĕме яхăн тĕрлĕ ăратлă, чуна киленĕç кÿрекен чĕр чун хÿтлĕх тупнă – пĕринчен пĕри тĕлĕнтермĕшрех! Çуллахи вăхăтра, пурте йыш хушнă тапхăрта, хуçалăхри чĕр чун йышне шутласа кăларма та йывăр. Çапах та çакăн пек туртăм хăçан пуçланчĕ-ха тесе кăсăклантăм эпĕ.

– Эпир малтан Шупашкар хулинче пурăннă. Эпĕ вара икĕ ĕç вырăнĕнче ĕçлеме ĕлкĕреттĕм, кашни çыннăн вăхăтпа туллин усă курма пĕлмелле вĕт. Шухăшăм пурпĕрех ялти хуçалăх, картишĕнчи тĕрлĕ чĕр чун пиркиччĕ. Çапла вара шăпа пире илемлĕ вырăнлă яла илсе çитерчĕ. Малтанах çурт туянтăмăр, кроликсем, чăхсем илтĕмĕр. Эпир кашниех хуçалăхра ĕне, сысна пуррине хăнăхнă-ха, анчах та вĕсем пачах та урăх енлĕ, – аса илчĕ Татьяна Викторовна малтанхи çулсене.

Паллах, капла каласан хĕрĕх çулсенчи çын пирки шутлама пулать. Татьяна вара вăтăр çул тултарма ĕлкĕреймен çамрăк анне. Сăмах май палăртса хăварас килет. Кĕркунне республикăра ăратлă выльăх-чĕрлĕх куравĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем тĕрлĕ чĕр чун илсе пыраççĕ-ха, анчах унăн хуçалăхĕнче ĕрчекен путенесем, цесаркăсем, мускус кăвакалĕсем, декоративлă чăхсем, кроликĕсем тата ыттисем никамăн та ун чухлĕ çук пулĕ. Кашни тĕрлин тата темиçе ăрат вĕт. Курава хутшăнакансенчен Татьяна чи çамрăкки пулчĕ. Вăл пурне те пур енлĕ тĕлĕнтерчĕ. Чыслав саманчĕ çитсен вара сцена çине çичĕ хутчен улăхрĕ, ун чухлĕ тухакан никам та пулмарĕ. Çамрăк хĕрарăм пăчкă, пуртă тытса читлĕх тума та, хурçă утпа утă çулма та пултарать. Паллах, мăшăрĕ те пулăшать, анчах вăл ытларах чухне ĕçре. Ача садне çÿрекен чун йăпатмăш тĕпренчĕкĕ вара – пурнăç тĕллевĕ.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе хушма хуçалăха аталантарма 58 800 тенкĕ уйăрса панă. Çак укçа-тенкĕ хуçалăхшăн пысăк тĕрек пулнă. Унпа вăл ытларах тĕрлĕ ăратлă, пысăк тупăш паракан кроликсем туяннă. Интернет пурри питĕ меллĕ. Çавăнпа усă курса çамрăк çемье Мускав облаçĕнчи фермер хуçалăхĕпе паллашнă, çĕнĕ ăрат кÿрсе килнĕ. Ытти тăрăхри фермерсемпе те Татьяна тачă çыхăну тытать. Кроликсен ÿсĕмне кура пĕри 2 – 15 пин тенкĕ тăрать. Ÿссе çитнĕ кролик вара 5 – 13 килограмм чухлĕ какай парать. Ку тăрăхри кролика пăхас пулсан та çавăн чухлĕ апат, ĕç вăхăчĕ кирлĕ. Тупăш илесси вара тĕрлĕрен. Çавăнпа та вăхăтпа туллин усă курас тесе пахалăхлă ăратпа ĕçленине нимĕн те çитмест пулĕ. Çавăн пекех çамрăк çемье хушма хуçалăха тĕллевлĕрех аталантарма çăмăллатнă кредит илнĕ.

– Манăн Перекет бан-кĕн Муркаш уйрăмĕн ертÿçине Герман Владимирович Никитина пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вăл пулăшнипе хамăрăн ĕçе татах та анлăлатма май килĕ тесе шутлатăп, – терĕ Татьяна пулăшушăн тав тунă май.

Çавăн пекех хуçалăха «ылтăн чăх», бентамка, фазан тата ыттисем илем кÿреççĕ, пĕринчен тепри илемлĕрех. Маловсен хуçалăхĕпе ытти регионсем те кăсăкланаççĕ, тĕрлĕ ăрат туянма килеççĕ. Татьяна аслă пĕлÿ илет, виççĕмĕш курсра вĕренет. Унсăр пуçне ветеринари тĕлĕшĕнчи литературăпа кăсăкланать. Хуçалăхри чĕр чунсене тĕрлĕ чиртен прививка тăвать.

Çапах та çак ĕçре эсир тупăш, чун киленĕçĕ е урăх тĕллев куратăр, кану вăхăчĕ вара сирĕн миçе сехет тĕлне лекет тесе кăсăклантăм.

– Манăн ĕмĕт – ял туризмне йĕркелесси. Мини-зоопарк аякран курма килекенсене те хапăл тума пултартăр. Çапах та чи пĕлтерĕшли, кашни ача аякка каймасăрах тĕрлĕ чĕр чуна хăй куçĕпе куртăр, хăй аллипе ачашласа пăхтăр. Çапла майпа вĕсем ăшă чунлăрах, çепĕç туйăмлăрах ÿсĕç. Кану вăхăчĕ вара тĕрлĕрен лекет. Ĕçри хавхалану – вăл хăй кану, – тăсать калаçăвне маттур хĕрарăм.

Татьяна ĕмĕтне вăя кĕртес ĕçре пăр тапраннă теме пулать, бизнес-план хатĕр ĕнтĕ. Строительство материалĕсене кÿрсе килнĕ. Çитес вăхăтра пони тата ытти чĕр чуна та илсе килмелле. Маловсен урамĕпе асфальт çул иртет, çурт автобус чарăнăвĕ çывăхĕнчех вырнаçнă. Пахча-сад пысăк, юнашарах вăрман, кÿлĕ. Пурте йĕркеллĕ, илĕртÿллĕ.

Районти ача-пăча библиотекинче декабрĕн 20-мĕшĕнчен (ытлари кун) пуçласа 23-мĕшĕччен (эрне кун) Маловсен хуçалăхĕнчи чĕр чунсен куравĕ тÿлевсĕр ĕçлет. Курав 8 сехетре уçăлать. Пурне те килсе курма хапăл тăватпăр. Кăмăл тăвакансем вĕсене тытса пăхма, алăран çитерме, вĕсемпе пĕрле сăн ÿкерĕнме пултараççĕ. Çавăн пекех юмах лартни, сăвă калани ачасемшĕн хавхалануллă пулĕ. Тĕплĕнрех 62-1-71 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика