Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвви-юрри халăха тыткăнлать

17 декабря 2011 г.

Пирĕн хушăра тĕрлĕ-рен интереслĕ, анлă тавра курăмлă, унтан та пĕлтерĕшлĕреххи, пурнăçа хаклама пĕлекен çынсем пурăнаççĕ. Çавăн йышшисенчен пĕри вăл – Татьяна Борисовна Васильева. Пултаруллă хĕрарăма тăтăшах тĕрлĕ сцена çинче, мероприятире курма пулать. Хăй хайланă сăвă йĕркисене шăрантарать, шăнкăр-шăнкăр сассипе юрă-кĕвĕ янратать, пултарулăхпа, илемпе куракана тыткăнлать, район тата республика шайĕнчи конкурссене те хутшăнать. Çамрăклăх çулĕсенчех искусство тĕнчине туртăннăскер баян, домбра тытма кăмăлланă. Çумра вара унăн яланах – хăй шăрçаланă сăвăсен пуххи. Мĕнрен пуçланчĕ-ха сăвă çырасси тесе кăсăклантăм эпĕ.

– Акă сирĕн умăрта манăн сăвăсен пуххи, ăна вара эпĕ тахçанах тултарма пуçланă. Сăвăсенчи хурлăх вара манăн шăпапа çыхăннă. Шел пулин те пурнăç урапи маншăн пĕр тикĕссĕн кусаймарĕ. Йывăр чир те хăй пирки тăтăш аса илтерчĕ, унпа пĕрлех ытти те, – хурлăхлăн пуçларĕ калаçăва Татьяна.

Шкултан хĕр ача аван вĕренсе тухать. Ĕмĕчĕсем вара ытла та пысăк пулнă çамрăкскерĕн, тĕлĕкре те ырри пирки кăна тĕлленнĕ. Çапла вара пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленнĕ хĕр ятарлă професси алла илет, Крыма ĕçлеме кайма палăртать, анчах...

– Шăпам вара урăхларах килсе тухрĕ, ĕмĕтĕм пĕр самантрах ирхи тĕтре евĕр сĕвĕрĕлчĕ. Çутă пуласлăха ĕненнĕччĕ те. Çапла вара этем çĕр çинче чи вăйли мар иккенне туйрăм, куртăм. Эпĕ ăнлантăм – никамăн та йывăрлăхра пуç усмалла мар. Çынпа чуна уçса калаçмалла, хăвăр валли чун уççи ĕç тупмалла, çав самантра «симĕс çĕлен» пирки пачах та шутламалла мар, – тарăн шухăша путрĕ çамрăк хĕрарăм, тунсăха сирес тесе çийĕнчех сăвă çаврăмĕ шăрçаларĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн унăн Наташа хĕрĕ кун çути курать. Кирек епле амăшĕ пекех ачан çутă пуласлăхĕ пирки ĕмĕтленет хĕрарăм, пурнăç тĕрекĕ пуласса шанать, анчах...

– Тен Турри çапла çырнă пулĕ. Атăл шывĕ урлă ишсе каçнă пулсассăн тен пулĕччĕ урăхларах шăпам, – сенкер тÿпере тем шыранă евĕр тинкерчĕ çÿлелле Татьяна.  

Пуçăмра яланах ман пĕр шухăш,

Мĕншĕн-ха ялан çапла пулать?

Пĕри телейлĕ, савăк пурнăç,

Çав вăхăтра тепри асапланать.

Çĕр çинче пĕрре кăна пурнатпăр,

Яланах ыррине кăна ĕмĕтленсе.

Янкăр çутă куншăн савăнатпăр,

Унăн илемĕпе киленсе.

Анчах çак уяр çанталăкра та

Чуна пит йывăр тепĕр чух.

Хăвна хăв епле сыхласан та

Çапса хуçать-çке йывăр чир.

Пуçланать вара асаплану саманчĕ,

Питĕ йывăр-çке ун пек чух мана.

Асап курман çын ăна ăнланмĕ,

Ăнланман çынна мĕн-ма калас.

Эп пĕлетĕп, пĕччен пит йывăр пулĕ,

Мана вара пĕр шухăш канăçсăрлантарать.

Калăпăр, сыв мар çынпа эсĕ пĕрлешрĕн,

Канăçа çухатмăн-ши кайран?

Пурнăç çулĕ такăр пулмасан та

Вăй-хал патăр пире Турри пурăнма.

Пуçа усас марччĕ нихăçан та,

Çухатас марччĕ нихăçан шанăçа.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика