Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янтуш çинчен пĕлни савăнтарать

17 декабря 2011 г.

Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Юнкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче тăван халăха ытти халăхсемпе тан праваллă тăвассишĕн, унăн культурине хăпартассишĕн, ăна çутта кăларассишĕн нумай тăрăшнă Спиридон Михайлович Михайлов (Янтуш) çуралнăранпа 190 çул çитнине халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ.

Спиридон Янтушăн ячĕ ытти ачасен асĕнче те юлтăр тесе уявччен маларах район тата республика шайĕнче тĕрлĕ конкурссем ирттертĕмĕр. «Нумай енлĕ талант” викторинăна ирттерес ĕçре шкул библиотекипе ял библиотекин ĕçченĕсем яваплă пулчĕç. Жюри чăвашсен пĕрремĕш ăсчахĕн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне ачасем аван пĕлнине çирĕплетрĕ. Кĕске хушăра пулин те, викторинăна районти вăтам тата тĕп шкулсенчи 21 ача хутшăнчĕ. Малти вырăнсене Надежда Кулмемина (Ильинка шкулĕ), Мария Сытина (Юнкă шкулĕ), Диана Мочалова (Çатракасси шкулĕ), Анжелика Кудашова (Шурча шкулĕ), Надежда Федорова (Москакасси шкулĕ) çĕнсе илчĕç.

«Спиридон Янтуш – чăваш хушшинчен тухнă чи пирвайхи писатель, этнограф, тата историк» ятлă видиороликсемпе презентацисен конкурсне те ачасем хастар хутшăнчĕç. Ку ĕçе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.В. Шандимирова хăй çине илчĕ. Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлеме Юнкăри вăтам шкула Сосновка, Шомик, Шатракасси, Шетмĕпуç, Москакасси, Юнка, Ильинка шкул ачисем пуçтарăнчĕç. Пурĕ 15 ĕç пăхса тухрĕ жюри. С.М. Михайлов ячĕллĕ Юнкăри вăтам шкул ачисем хăйсен тăрăхĕнчи ăсчах çинчен нумайрах пĕлнине кăтартрĕç, вĕсем пĕрремĕш (И. Шандимирова, А. Шандимиров) тата иккĕмĕш (М. Сытина) вырăнсене çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕш вырăна Москакасси шкулĕ (Д. Димитриева) йышăнчĕ.

Пулас художниксем, ÿнер ăстисем те конкурсран аякра юлмарĕç. Пурĕ 38 ĕç тăратрĕç. Ÿнерçĕсен ĕçĕсене пăхса тухакан жюри членĕсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: 1 вырăн – Шомик шкулĕнче вĕренекен Н.Спиридонова, 2 вырăн – Муркашри пултарулăх çурчĕн ÿнерçи С. Димитриев, 3 вырăн – Москаккасси шкулĕнче вĕренекен Д. Димитриева.

«Миллион чăвашпа çармăсран эп Раççейри пĕрремĕш çыравçă» интернет-олимпиадăна тулай тата Чăваш Енри тĕрлĕ районсенчи шкулсенче вĕренекен 374 ача хутшăнчĕ. Олимпиадăна ирттерес ĕçе Н.В. Шандимирова тата В.В. Краснова йĕркелерĕç. Интернет-олимпиадăра малти вырăнсене çĕнсе илекенсем хушшинче Муркаш районĕнчи вĕренекенсем пурри чуна савăнтарать. С.М. Янтуш çинчен Çатракассинчи вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Людмила Скворцова пуринчен те лайăх пĕлнине кăтартрĕ, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Юнкă шкулĕ С. Янтуша халалланă конкурссене хастар хутшăннă Шурча, Москакасси, Шатракасси, Сосновка, Шомик, Ильинка, Шетмĕпуç, Муркаш, Кашмаш шкулĕсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тав тăвать.

Çак мероприятие ирттерес ĕçре хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕ Юнкăри вĕрентÿпе культура ĕçченĕсене (пуринчен ытла Н.В. Шандимирова, И.Н. Ветлугина, В.В. Краснова, Н.Г. Сильвестрова, Л.М. Кудряшова тăрăшнă) ял администрацийĕпе шкул администрацийĕ пысăк тав сăмахĕ калать.

Юнкă шкул администрацийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика