Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юридици пулăшăвĕ камшăн тÿлевсĕр пулĕ?

17 декабря 2011 г.

Журналист ыйтăвĕсем çине Чăваш Республикин юстици министрĕ Н.В. ПРОКОПЬЕВА хуравлать

– Надежда Викторовна, çынсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси паян уйрăмах актуаллă ыйту шутланать. Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн, мĕнле юридици пулăшăвĕпе усă курма пултарĕç Чăваш Республикинче пурăнакансем?

– Чăнах та паянхи кун çынсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси актуаллă пулса тăрать. Юристсене кăна мар, кашнинех ку е вăл право нормисене пĕлни, вĕсемпе усă курма пултарни кирлĕ.

Чăваш Республикин территорийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассине Раççей Федерацийĕн территори патшалăх влаç органĕсене явăçтарнă. Пулăшу формисем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Кусем вĕсем консультацисем, документсен проекчĕсене, иск заявленийĕсене хатĕрлесси, гражданла тата уголовлă суд производствинче граждансен интересĕсене хÿтĕлесси.

– Надежда Викторовна, ăнлантарса парсамăр. Мĕнле категорие кĕрекен çынсене адвокатсем тÿлевсĕр пулăшу пама тивĕç?

– «Раççей Федерацийĕнчи адвокат ĕçĕ-хĕлĕ тата адвокатура çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн адвокатсем чи малтанах социаллă хÿтлĕхсĕр çынсене тÿлевсĕр пулăшаççĕ – чухăнраххисене, алимент шыраса илес текен истецсене, çемьере тăрантаракан вилнĕ, ĕçре аманса сусăрăннă е сывлăхне хавшатнă пулсан кÿнĕ сиене саплаштарнă чухне, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене, Раççей Федерацийĕн политика репрессийĕсене пула шар курнă гражданĕсене, пенсионерсене, çул çитменнисене, енчен те вĕсем асăрхаса-пăхса тăманнисен тата правăна пăсас енне сулăннă çул çитмен çамрăксен профилактикин системин учрежденийĕсенче пулсан.

Çавна та каласа хăварасшăн. Хальхи вăхăтра тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илес пулсан адвокат патне илсе пымалли документсен шучĕ пĕчĕкех мар. Юлашки вăхăтра ЧР Юстици министерстви кирлĕ документсем пухассин процедурине ансатлатассипе ĕçлет.

– Эсир каларăр, республика влаç органĕсем тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе ĕçлеççĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх эсир, ĕç тăвакан влаç органĕн ертÿçи пулнă май, кварталсерен граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнассине йĕркеленĕ. Кун пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр?

– Чăнах та, республика Юстици министерстви тÿлевсĕр майпа тĕрлĕ енлĕ юридици пулăшăвĕ парать. Чи анлă сарăлни кунта – граждансем пирĕн сайт çине хăйсен ыйтăвĕсене вырнаçтарни. Министерство ку енĕпе законодательство йĕркисене ăнлантарса парать.

Тепĕр форма – граждансене хăйсене интереслентерекен ыйтăвĕсемпе йышăнасси. Кашни тунти кун эпĕ 15 сехетрен тытăнса 17 сехетчен граждансене хам патра йышăнатăп. Ку официаллă. Практикăра вара куллен тенĕ пекех тĕрлĕ ыйтусемпе пыракансем çук мар. Вĕсене хурав памасăр кăларса ямастпăр. Виçĕ уйăхра пĕр хут граждансене ЧР Президенчĕн Администрацийĕн обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче йышăнатăп. Йышăну графикĕ республика хаçачĕсенче пичетленет. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Председателĕн В.В. Путинăн Чăваш Республикинчи обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче те виçĕ уйăхра пĕр хут граждансене йышăнатăп.

– Çынсем сирĕн пата мĕнле ыйтусемпе ытларах пыраççĕ-ха?

– Тĕп ыйтусем – граждансене социаллă пулăшу парассипе, пенсипе тивĕçтерессипе, суд акчĕсене пăрахăçлассипе çыхăннисем.

– Надежда Викторовна, граждансем Чăваш Республикин Юстици министерствинче юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ-и?

– Паллах, эпĕ ун пирки асăнтăм ĕнтĕ. Пулăшу илмелли мелсем тĕрлĕрен: çырупа тухса та, электронлă документпа та, телефонпа та, йышăнăва килсе те.

– Надежда Викторовна, 2011 çулхи июнь уйăхĕнче РФ Патшалăх Думине «Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен» Федераллă саккун проектне пăхса тухма тăратнă. Асăннă саккун проектĕнче граждансен хăш категорийĕсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пама палăртаççĕ?

– Пур йышши юридици пулăшăвне те тÿлевсĕр пама тивĕçлисен шутне çаксене кĕртме палартнă:

– чухăнрах пурăнакан граждансене (çемьери кашни çын пуçне тивĕçекен тупăш шайĕ Раççей Федерацийĕнче палăртнă пурăнма кирлĕ минимум чухлĕ çук пулсан);

– пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăн инваличĕсене;

– Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Совет Союзĕн Геройĕсене, Социализмла Ĕç Геройĕсене;

– инвалид ачасене, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене тата вĕсен представителĕсене, енчен те вĕсем çак ачасен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлессин ыйтăвĕсемпе пыраççĕ пулсан;

– ватă çынсене (55 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе 60 çул урлă каçнă арçынсене);

– асăрхаса-пăхса тăманнисен тата правăна пăсас енне сулăннă çул çитмен çамрăксен профилактикин системин учрежденийĕсенче тытса усракансене тата вĕсен представителĕсене, енчен те вĕсем çак çул çитменнисен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлессин ыйтăвĕсемпе пыраççĕ пулсан т. ыт. те.

– Çак ыйту та кăсăклă. Саккун проектĕнче палăртнă тăрăх тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси адвокатсене пырса тивет. Кунта ыйту çуралать: гражданин тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме пур адвокат патне те пыма пултарать-и?

– Саккун проектĕнче кун пирки калани пур. Адвокатсен палати тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ паракан адвокатсен списокне туса хатĕрлет. Çулсерен декабрĕн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр кун пек адвокатсен списокне массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлĕç тата Интернетăн информаципе телекоммуникаци сетĕнче вырнаçтарĕç.

– Надежда Викторовна, юлашки ыйту. «Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен» Федераллă саккуна хăçан йышăнĕç-ха?

– 2011 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи саккун проектне виççĕмĕш вулавпа ырларĕ. Çывăх вăхăтрах ăна йышăнма тивĕç тесе шутлатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика