Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр уйăх кăна юлать

17 декабря 2011 г.

Районăн экономикăпа социаллă аталану итогĕсем кăçалхи январь–ноябрь уйăхĕсенче

Демографи лару-тăрăвĕ

Çулталăк пуçланнăранпа кăçал районĕпе 374 ача çуралнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 6 ача сахалрах. Вилекенсем 527 çын пулнă. Иртнĕ çул ку тапхăрта 608 çын вилнĕччĕ е 81 çын нумайрах.

Промышленность

Промышленность тата пулăшу паракан предприятисем кăçал вун пĕр уйăхра 1483705,4 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку вăл 145,1 процент пулать. Иртнĕ çулхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçлекеннисем – «Сундырь–Хлеб» ООО (34872 пин тенкĕлĕх е 109,9 процент), «Моргаушавтотехсервис» ОАО (4443 пин тенкĕлĕх е 100,1 процент), «Сеспель» ЗАО (1010518 пин тенкĕлĕх е 186,7 процент), «Моргауши–Хлеб» ООО (24567 пин тенкĕлĕх е 117 процент), «Моргаушское» ЖКХ (21310,8 пин тенкĕлĕх е 117 процент), «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ (62043 пин тенкĕлĕх е 120,4 процент), ытти предприятисем (115632,7 пин тенкĕлĕх е 116,4 процент).

Тÿлевлĕ пулăшу парасси

Çынсене тÿлевлĕ пулăшу парасси унчченхинчен 6,5 процент ÿснĕ. Пĕтĕмпе вара 69463,3 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ услугăсем пурнăçланă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçăлăхăн ертсе пыракан компанийĕ 20257,9 пин тенкĕлĕх (104,4 процент), «Моргаушимежрайгаз» филиалĕ 16488 пин тенкĕлĕх (108,5 процент), çав вăхăтрах «Моргаушрайбыт» ООО 1112,1 пин тенкĕлĕх (85,9 процент) пулăшу ĕçĕсем пурнăçлама пултарнă.

Ваккăн тавар сутасси

Иртнĕ тапхăрта ваккăн тавар сутассин калăпăшĕ Мăн Сĕнтĕр райповĕпе 228827 пин тенкĕпе (114,7 процент), Муркаш райповĕпе 408996,5 пин тенкĕпе (115,8 процент), ытти йышши предприятисемпе 67518 пин тенкĕпе (117 процент) танлашнă. Районĕпе кăçал пĕтĕмпе 705341,5 пин тенкĕлĕх е пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 15,6 процент нумайрах тавар сутнă.

Э. СИМАКОВА,

район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика