Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компенсаци куçасси ашшĕ-амăшĕнчен килет

17 декабря 2011 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2006 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче кăларнă 849 " Постановленийĕпе килĕшÿллĕн ачана садика янăшăн компенсаци параççĕ. Компенсаци ашшĕ-амăшĕ патне мĕнле «хăвăртлăхпа» таврăнать; Ку ыйтăва район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхне З.Ю. Дипломатовăна хуравлама ыйтрăмăр.

– Ачана шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕнче тытса тăнăшăн ашшĕ-амăшĕ кашни уйăхрах укçа тÿлесе тăма тивĕç. Вĕсем тÿленĕ укçа калăпăшĕн пĕр пайĕ халĕ каялла компенсаци мелĕпе таврăнать: пĕрремĕш ачашăн тÿлевĕн 20 процентне, иккĕмĕш ачашăн – 50 процентне, виççĕмĕш ачашăн – 70 процент таранах каялла тавăрса параççĕ. Ку пысăк пулăшу.

Çак компенсаци ашшĕ-амăшĕн ятарлă счечĕ çине куçса пырать. Счета Перекет банкĕнче уçмалла. Компенсацие ятарлă карттă çинчен е перекет кĕнекипе илсе тăма пулать. Счет номерĕ улшăнчĕ пулсан çийĕнчех ача сачĕн ертÿçине пĕлтермелле. Çапла вара нимĕнле ăнланса çитменни те, тавлашу пуçарма пултаракан самант та пулмасть.

Компенсаци укçине палăртнă йĕрке тăрăх кашни уйăхрах счет çине куçараççĕ. Анчах та ашшĕ-амăшĕн васкавлăхĕнчен нумай килет. Вĕсем ачана садикра тытса тăнăшăн уйăхсерен тÿлемелли укçана вăхăтра тÿлесе пыраççĕ пулсан компенсаци те счет çине вăхăтра куçса пырать.

Тата тепĕр самант пирки те каласа хăвармалла. Ашшĕ-амăшĕ укçа вăхăтра тÿлесе тăни садикра вĕсен ачисем йĕркеллĕ апатланасси çине тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Укçа садикăн счечĕ çине куçать-çке-ха. Çапла вара ача шăпи тата патшалăх пулăшăвĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çакна ашшĕ-амăшĕ ăнланасса шанатпăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика