Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула парăмсăр кĕтсе илер

17 декабря 2011 г.

Кăçал 11 уйăхра пур шайри бюджетсене районĕпе 158576 пин тенкĕ тÿлев куçнă. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан ку вăл 119 процент пулать. Вăл шутран федераллă бюджета 7577 пин тенкĕ (64 процент), республика бюджетне 70220 пин тенкĕ (155 процент), вырăнти бюджета 80779 пин тенкĕ (106 процент) куçарнă. Пĕтĕм тÿлевсен шутĕнче уйрăм çынсенчен илекен налук 52 процент, тупăшран илекен налук 14 процент, организацисен пурлăхĕнчен илекен налук 12 процент, вмененнăй тупăшран илекен пĕрлехи налук 5 процент, транспорт налукĕ 5 процент, çĕр налукĕ 3 процент.

Çулталăк пуçланнăранпа налук тÿлевĕсем енĕпе парăм 5938 пин тенкĕ чухлĕ ÿсрĕ е 44 процент, декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19535 пин тенкĕпе танлашрĕ. Ку суммăран 128 предприяти парăмĕ 12174 пин тенкĕпе танлашать е пĕтĕм суммăн 62 проценчĕ. 111 предпринимателĕн парăмĕ 4529 пин тенкĕ, 4940 уйрăм çыннăн пурлăх налукĕн парăмĕ 2832 пин тенкĕ. Кунсăр пуçне 25 организаци уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налука 3700 пин тенкĕ куçарса паман.

Налуксене вăхăтра тата туллин тÿлесе тăрасси социаллă пĕлтерĕшлĕ шутланать. Вĕсем çынсене пенсипе вăхăтра тивĕçтерессипе, социаллă тата медицина пулăшăвĕ парассипе, вырăнти тата республика шайĕнчи наци проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă. Çавăнпа та парăм авăрне çакланас марччĕ, пенисемпе пошлинăсем тÿлесе тăкакланас марччĕ. Парăмсене вара парса татмаллах пулать.

Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцийĕ налук тÿлекенсене пурне те çитсе килекен Çĕнĕ 2012 çул тата Сурхури уявĕ ячĕпе саламлать. Пурсăра та сире сывлăх, телей, çемйĕрсенче ăнăçу тата укçа-тенкĕ тĕлĕшпе ÿсĕм сунатпăр. Яланах сирĕн килте хăтлă, хаваслă та çутă пултăр. 2011 çулшăн налуксене вăхăтра тÿлесе татасса, Çĕнĕ çул уявне парăмсемсĕр кĕтсе илессе шанса тăратпăр.

И. ШОРОНОВА,

налук инспекцийĕн пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика