17 декабря 2011 г.
«Хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕр арçын хăйĕн асламăшне (10 пин тенкĕ пама килĕшменшĕн) хĕненине тата ăна вĕри утюгпа пĕçертнине вуларăм. Çапла тискер хăтланакансем тапăнса укçа ыйтнипе суд тенкелĕ çине нумаййăн лекеççĕ-ши пирĕн районта; Ята палăртмастăп».
Çапла шăнкăрав пулчĕ редакцие.
Ку ыйтăва Муркаш район сучĕн судйи С.В. Трихалкин хуравлама килĕшрĕ:
– Хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса кăтартнă ĕçе суд пăхса тухрĕ. Унăн йышăнăвĕ ноябрĕн 22-мĕшĕнче вăя кĕчĕ: арçыннăн 4 çул та 2 уйăх çирĕп йĕркеллĕ юсану колонинче пулма тивĕ.
Паллах, питĕ тискер ĕç тунă арçын. Çакăн пек ĕçсем харпăрлăха хирĕç тунă преступленисен шутне кĕреççĕ. Статистикăна пăхсан Раççейре харпăрлăха хирĕç тăвакан преступленисем пĕтĕмĕшле регистрациленĕ преступленисен çуррийĕнчен ытларах.
Пусахласа укçа е пурлăх тытса илес тĕллевпе тунă преступлени (вымогательство) çав шута кĕрет. Кунта тепĕр çыннăн сывлăхне сиен кÿни те, унăн пурлăхне тĕп тăвассипе е сиен кÿрессипе хăратни те, ăна е унăн тăванĕсене намăслантаракан хыпар-хăнара сарассипе хăратни те кĕрет. Çапла вара çакăн йышши преступлени çыннăн прависемпе, саккунлă интересĕсемпе, сывлăхĕпе, чысĕпе, ят-сумĕпе çыхăннă.
Муркаш район сучĕн ĕç-хĕлне тишкерсен çак категорие кĕрекен ĕçсене пăхса тухнин хисепĕ юлашки икĕ çулта малтанхинчен чакрĕ. 2006 çулта Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 163 статйипе – пусахласа укçа е пурлăх тытса илес тĕллевпе тунă преступленисем (вымогательство) – 2 уголовлă ĕç, 2007 çулта – 3 ĕç, 2008 çулта – 2 ĕç пăхса тухнă. Виçĕм çул, пĕлтĕр тата кăçал – пĕршер.
Н. Николаева
хатĕрленĕ.