17 декабря 2011 г.
ирĕн ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ
Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ ята парасси çинчен» кăларнă указ вăя кĕчĕ. Улшăну питĕ ырă та пĕлтерĕшлĕ пулчĕ: пенсионерсене те, ĕçлекенсене те савăнтарчĕ. Ĕç стажĕ 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсем, ĕç стажĕ 45 çултан иртнĕ арçынсем нумаййăн вĕт-ха.
Указ пирки хаçатсенче çырсанах эпĕ районти хÿтлĕх пайне çитрĕм. Пай пуçлăхĕ Нина Пантелеевна Петрова кăмăллăн йышăнчĕ. Манăн ыйтусене тĕплĕн хуравларĕ.
– Эпир пенсионерсем патне ялсене пырса пĕтĕмпех хамăрах ăнлантаратпăр. Çак кунсенчен пур ял тăрăхне те çитĕпĕр, ыттисене тĕл пулу пуласса пĕлтермелле çеç, – терĕ вăл.
Чăнах та вĕсем нумай кĕттермерĕç. РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăмĕн ертÿçи Р.А. Кондратьева, районти управленийĕн ертÿçи Е.М. Александрова, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Петрова тата С.А. Романова специалист Панкли клубĕнче пулчĕç. Кам миçе çул ĕçленине компьютерти списокпа тÿрех пăхса пама та килĕшрĕç, ытти нумай-нумай ыйтăва хуравларĕç. Эпир, пенсионерсем, вĕсем каласа панипе питĕ кăмăллă юлтăмăр.
Тата çакна каласшăн: Ю. Жуков йĕркелесе пыракан районти ветерансен хорĕ чылай çĕре концертпа çÿрет. Нумай пулмасть вĕсем Хурăнкассинче те пулчĕç, юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç кăна мар, пенси ыйтăвĕсем тавра та калаçрĕç.
Вĕсене çавăн пек ялсене тухса çÿреме ÿркенменшĕн тата лайăх пĕлтерÿсем пурне те ăнланмалла çырса тăнăшăн «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçата чĕререн тав тăватăп.
И. Яковлев.