Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх услугисемшĕн укçа хăйпăтаймĕç

14 декабря 2011 г.

Патшалăх услугисемшĕн укçа хăйпăтаймĕç

Чиновниксен саккунсăр майпа граждансенчен укçа илнĕшĕн хăйсен кĕсйинчен тÿлеме тивĕ

Патшалăх услугисем памалли вăхăта тăсса пынăшăн тата саккуна пăсса уйрăм улугăсемшĕн граждансенчен укçа пуçтарнăшăн малашне чиновниксене штраф тÿлеттерме пăхнă. Услугăпа вăхăтра тивĕçтермен пулсан штраф виçи 3 пин тенкĕрен тытăнса 5 пин тенкĕ таран пулма пултарать. Укçа «вăрттăн» илекен служащисен 5 пин тенкĕрен тытăнса 10 пин тенкĕ таран тÿлеме тивĕ.

Çакăн пек наказанисем палăртнă РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев алă пуснă Саккунра.

Граждансенчен килекен сĕнÿсене, заявленисене, çăхавсене пăхса тухса йышăнусем тăвасси, хурав парасси унчченхи пекех юлать. Вĕсене пăхса тухмалли вăхăт пĕчĕкех мар (30 кунпа танлашать, хăш чухне ку вăхăта тăсма та пултараççĕ). Кунпа пĕрлех ячĕшĕн панă хуравшăн е пĕлтернине шута илменшĕн никам та ответ тытмасть. Саккунпа килĕшÿллĕн вара предпринимательсен кун пек мел те çук.

Иккĕмĕш çул – суда каясси. Кунта вара вăхăт вăраха каять, йышăну тăвиччен ыйтăвăн актуаллăхĕ пĕтме те пултарать.

Çĕнĕ саккунпа тĕрĕссипе чиновниксен çăхава пăхса тухмасăр тăма шанăç юлмасть. Ыйтăва заявление регистрациленĕренпе 15 кун хушшинче пăхса тухмалла пулать. Енчен те гражданин унран патшалăх услугисем илессипе документсем йышăнма е панă документсенчи йăнăшсене тÿрлетме килĕшменни пирки çăхавлать пулсан, е тата вĕсене тавăрса памалли вăхăта тăсса янă пулсан – çăхава 5 кун хушшинче пăхса тухĕç. Тепĕр куннех заявлени паракана хурав парĕç. Хурава вара çырупа е электронлă майпа парасси заявитель ирĕкĕнчен килет.

Çăхава пăхса тухнă май административлă майпа правăна пăснă тĕслĕхсем пур пулсан материалсене пĕр тăхтаса тăмасăр прокуратурăна ярса парĕç. Çăхава пăхса тухассипе должноçри полномочиллĕ çын срока пăхăнмасть е çăхава пачах пăхса тухма килĕшмест пулсан вара ăна 25 пин тенкĕрен тытăнса 30 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ.

Çăхавсене почтăпа та, электронлă формăпа ведомствăсен официаллă сайчĕ е патшалăх услугисен пĕрлехи тата регионти порталĕ урлă та ярса пама пулать.

Хăвăрăн хушамата, ята, аçăр ятне, ăçта пурăннине е юридически лицо адресне, хăвăрпа çыхăнмалли телефон номерне тата почта адресне кăтартма ан манăр. Вĕсем сирĕн пата хурав ярса пама кирлĕ.

Кунпа пĕрлех эсир мĕнле орган тĕлĕшпе килĕшÿсĕр пулни, сире конкретлă мĕн килĕшменни-тивĕçтерменни пирки хăвăрăн шухăшăра çырса пĕлтерес пулать.

Елена КУКОЛ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика