Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ф.В. Кирпичникова: «Поддержка» патшалăх компани сирĕн шанăçа тÿрре кăларать»

14 декабря 2011 г.

Ф.В. Кирпичникова: «Поддержка» патшалăх компани сирĕн шанăçа тÿрре кăларать»

Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сармалла пулнă теççĕ халăхра. Пурнăç ялан пĕр тикĕссĕн пырать тесе калама вара йывăр: паян кăна аванччĕ, кĕтмен çĕртен инкек хăй пирки систерет. Пĕчĕк пăтăрмаха чăтса ирттерме пулать, анчах та пысăк хуйхă килсе çапсан пĕччен-иккĕн нимĕн те тăваймăн. Çавăнпа та харпăр хăй пурнăçне, çурт-йĕре, выльăх-чĕрлĕхе тата ыттине маларах страхлани – питĕ тĕрĕс утăм. Ку тĕлĕшпе вара сире шанчăклă «Поддержка» патшалăх страхлакан компани яланах пулăшма хатĕр, вăл страховани рынокĕнче 1992 çултанпа ĕçлет. Апла пулсан ăна ура çине çирĕп тăма ĕлкĕрнĕ теме пулать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма компанин Муркаш районĕнчи представительствин ертÿçипе Ф.В. Кирпичниковăпа калаçрăм.

– Фаина Валентиновна, çынна вăл е ку компание суйласа илме çăмăлах та мар, мĕншĕн тесен халĕ халăха шантаракансем йышлансах пыраççĕ: тахçанах ĕçлекенсем, тин кăна йĕркеленнисем. Çапах та сирĕн компани клиенчĕсем питĕ йышлă, мĕнпе илĕртет-ха «Поддержка» патшалăх компанийĕ хăй патне;

– Паллах, вăл е ку объекта страхлас ĕçре никам та ирĕксĕрлемест, çын хăй шанакан компание унăн условине кура хăех суйласа илет. Пирĕн компани патшалăх хÿтлĕхĕнче пулни пуриншĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Поддержка» патшалăх страхлакан компанинчи Чăваш Республикин тÿпи 34,36 процентпа танлашать. Апла пулсан çынсемпе страховани килĕшĕвĕ туса пухăннă укçа-тенкĕ Чăваш Республикинче тĕрлĕ тĕллевпе усă курма юлать, халăх укçи-тенки ют тăрăха каймасть. Çакă паллах, пирĕншĕн те, çынсемшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех «Поддержка» тилхепине уйрăм çын та тытса пымасть, ултавлă информаципе, услугăпа халăха илĕртмест.

Компани уйрăм çынсемпе кăна мар, республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан тĕрлĕ формăллă хуçалăхсемпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Çулсеренех тĕрлĕ культурăна, пурлăха страхлать, çĕр ĕçченне çулсеренех курăмлă пулăшу кÿрет. Иртнĕ çул çанталăк условийĕсене кура шар курнă хуçалăхсен тăкакĕсене туллин саплаштартăмăр.

Ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансемсĕр пуçне компани социаллă тĕрлĕ программăпа 50 пине яхăн çынна страхланă, туятăр пулĕ, еплерех пысăк йыш пирĕн. Страхлакан компани Федерацин страховани надзорĕн службине пăхăнать, апла пулсан пĕтĕм ĕç-хĕл алă çинчи пек яр уççăн курăнать. Кунта вара нимĕнле ултав-суя та пулма пултараймасть.

Пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ хамăр клиентсен интересĕсене туллин тивĕçтересси пулса тăрать. Çавăнпа та эпир клиент шухăшне тĕпе хуратпăр, вĕсене çăмăллатнă майсем туса паратпăр. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, укçа-тенкĕ чылай чухне çитерме йывăр. Кун пек чухне вара эпир страхланăшăн тÿлемелли укçана икĕ пайпа йышăнатпăр. Укçан иккĕмĕш пайне тепĕр 4 уйăхран тÿлесе татма пулать.

– Çак ыйтăва манăн тата ыттисен те пĕлес килет пулĕ. Страховани рынокĕнчи хăш-хăш компанисем, уйрăмах пирĕн тăрăхра тĕл пулаканнисем, патшалăх пайĕллĕ шутланса тăраççĕ;

– Паянхи куна пирĕн компани Раççейри страхлакан компанисенчен патшалăх пайĕллĕ пĕртен-пĕр компани шутланать.

– Сирĕн тытăмри «Моргауши – Согласие» ял хуçалăх кредит кооперативĕ те ăнăçлă ĕçлет, халăха йывăрлăхра пулăшать – камăн çурт-йĕр юсамалла, теприн автомашина урапи улăштармалла е тата аслă пĕлÿ илмелле тата ытти те – йăлтах сирĕн паталла çул тытаççĕ.

– Çапла, хăвăр та куратăр акă, укçа-тенкĕ кирлĕ çынсем тăтăшах кунта килеççĕ, вăл шутра хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçченĕсем те. Эпир «АПК-на аталантарасси» нацпроектпа килĕшÿ-ллĕн ĕçлетпĕр.

Пире тав тăваÇÇĔ

Пире чăтмалла мар пысăк хуйхă килсе çапрĕ, кил-çурт тĕппипе çунса кĕлленчĕ. Çак инкек хыççăн çутă кун та тĕттĕм туйăнчĕ. Кун пек хуйхăна никамăн та курмалла ан пултăр. Юрать-ха эпир маларах хуçалăха «Поддержка» патшалăхăн страхлакан компанин Муркашри представительствинче страхларăмăр. Çапла вара хуçалăх кĕлленнĕ хыççăн представительство пуçлăхĕ Ф.В. Кирпичникова пирĕншĕн нумай тăрăшрĕ, документсем пухассипе те тимлерĕ. Страховани укçине пире туллин тÿлерĕç, çакă пирĕншĕн пысăк тĕкĕ пулчĕ. Манăн Фаина Валентиновнăна чунтан тухакан ăшă сăмахпа тав тăвас килет. Сирĕн тата унти ĕçченсен ырă кăмăлĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр. Пире ырă туни хăвăра та ырăпа таврăнтăр.

Кабуркинсен çемйи.

Куçкин ялĕ.

Кĕркунне пирĕн çемьешĕн пысăк хуйхă пулчĕ, ĕне сарăмсăр вилчĕ. Юрать-ха ăна маларах «Поддержка» патшалăх страхлакан компанире страхларăмăр. Пĕчĕк-шерĕн пухса пынă укçапа ĕне туянма çăмăл мар. Пире вара страхлакан компани пире вăхăтра пулăшрĕ. Тавтапуç çын хуйхине ăнланма пултаракан ĕçченсене пирĕншĕн тăрăшнăшăн.

Тимофеевсен çемйи.

Сосновка ялĕ.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика