14 декабря 2011 г.
«Муркашсем çĕнĕлĕхсен уттинчен юлмаççĕ»
Чăваш Ен Президенчĕ М. Игнатьев республикăри суту-илÿ лавккисенчи хаксен йĕркелĕвне, муниципалитет нушисем валли тĕрлĕ тавар туянассин тухăçлăхĕн темине, вырăнсенче çĕнĕлĕхсене епле пурнăçа кĕртсе пынине тăтăшах кун йĕркинче тытать. Иртнĕ эрне кун, раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Муркаш ен экономикинчи лару-тăрупа çывăхрах паллашма районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ И.Б. Моторин ертсе пыракан ĕçлĕ делегаци пулчĕ.
– Пирĕн паянхи тĕп тĕллев – унчченхи çурта реконструкцилесе унăн никĕсĕнче производство бизнес-инкубаторне тăвассипе ĕçсем епле пынипе паллашасси. Кунашкал объектсем хальхи вăхăтра Муркаш тата Элĕк районĕсенче пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Эсир ку ĕçре «пионерсем» пулни пире савăнтарать. Анчах пуçланă объектсем графикпа хута кайсан ку сирĕншĕн те, республикăшăн та пысăк çĕнтерÿ пулĕччĕ. Каласа хăвармалла, Муркашсем çĕнĕлĕхсенчен юлманни пире те хавхалану парать, – терĕ Иван Борисович район администрацийĕнче ирттернĕ канашлура. Кунти калаçу Чăваш Республикинче 2010–2020 çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарассипе республика программи епле пурнăçа кĕрсе пыни пирки пулчĕ.
Пирĕн район центрĕнче производство бизнес-инкубаторне тăвассипе ĕçсем епле пынипе хăнасене тата пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов каласа пачĕ. Унăн сăмахĕнчен çĕнĕ объект раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче ĕçлеме пуçламалла. Çакна валли кунта 6715 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă та ĕнтĕ. «Чувашагроинвестстрой» строителĕсем паян иккĕмĕш хутра шалти монтаж ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Фирмăн генеральнăй директорĕ В. Борисов каланă тăрăх кунти юсавпа монтаж ĕçĕсем юпа уйăхĕнче пуçланнă. Район администрацийĕ тимлĕх уйăрнипе ĕçсем хăвăрт пулса пыраççĕ.
– Производство бизнес-инкубаторне ĕçе кĕртнипе районта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма пулăшмалли инфраструктура йĕркеленет. Пурнăçăмăра кĕрсе пыракан çĕнĕлĕх ĕç-хĕле производствăпа çыхăнтарнă предпринимательсене малалла аталанма лайăх условисем туса парать. Производство бизнес-инкубаторĕнче пĕчĕк предпринимательствăн 20 субъекчĕ вырăн тупĕ. Кунтах çĕнĕрен 76 ĕç вырăнĕ уçăлĕ. Вĕсенчен 56-шĕ – пачах çĕнĕрен йĕркеленнипе паллă. Кунта 12 производство цехĕпе 15 офис пÿлĕмĕ тата конференц-зал пуласси те производство бизнес-инкубаторĕн пуласлăхĕ шанчăкли пирки калать, – паллаштарчĕ малашлăхпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов.
Çĕнĕ ĕç-хĕлпе паллашнă май производство бизнес-инкубаторĕнче маларах палăртнă пÿлĕмсемпе пĕрлех çĕвĕ, йăлари пластмасс каяшсене тирпейлемелли тата пластмассăран çĕнĕ изделисем хатĕрлемелли, ятарлă кантăксен, энерги перекетлекен стеклопакетсен тата ытти цехсем ĕçлемелли пирки те калаçу пулчĕ. Апла пулсан ку Муркашра пĕчĕк бизнеса кÿлĕнекенсемшĕн ырлăх кăна пулĕ.
Иван Борисович Моторин унччен ял хуçалăх машинисене пуçтарса çитермелли цех йышăннă лаптăк – 710 тăваткал метр – ÿснипе те кăмăллă пулчĕ. Юсавпа монтаж ĕçĕсем хыççăн кунти производство 1070 тăваткал метр çинче «йăва çавăрĕ».
– Çак бизнес-инкубаторăн малашлăхне мĕнре куратăр; – ыйтрĕ Иван Борисович «Моргаушский» пасар директорĕнчен Е. Субботинран.
Предпринимательсемпе куллен çыхăнура тăракан тата бизнес-инкубатор пуçарса яракансенчен пĕри шутланакан Евгений Николаевичăн хуравĕ ансат та татăклă пулчĕ:
– Пурнăç çулĕ çине тухакан çамрăксене предпринимательствăпа интереслентерсе вĕсене бизнесра пуçламăш утăмсем тума пулăшасси – пĕрлехи тĕллев. Интереслĕ ĕмĕтсемлĕ çамрăк бизнесменсем вара пирĕн хушăмăрта сахал мар.
И. Моторинпа пĕрле çак кун районта Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин предпринимательствăпа алă ĕçне аталантарас пай пуçлăхĕ Елена Сергеева, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин регионсенчи аталану программисен тата патшалăх инвестицийĕн пай пуçлăхĕ Екатерина Кузьмина та пулчĕç.
– Муркашсем яланхиллех çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес ĕçре малтисен ретĕнче пулни курăнать. Паянхи хыççăн пирĕн автономлă коммерциллĕ мар «Муркашри бизнес-инкубатор» организацие уçма килмелли кăна юлать, – терĕç кĕске калаçура Елена Евгеньевнăпа Екатерина Геннадьевна.
Производство бизнес-инкубаторĕнчи ĕçсемпе паллашнă хыççăн ĕçлĕ ушкăн «Мастер-Сити» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пулса курчĕ, кунти ĕçсемпе паллашрĕ. Общество директорĕ А. Давыдов хăнасене общество хăйĕн вăйĕпе пурнăçа кĕртекен программăсемпе, мĕнле çĕнĕлĕхсене хăш çулпа кайса пурнăçа кĕртнипе, предприятири ĕç условийĕсемпе паллаштарчĕ.
Республикăран килнĕ хăнасем кунта хатĕр продукцисен складĕнче, парикмахерскинче, атă-пушмак юсакан тата продукци çĕлекен цехсенче пулса курчĕç.
«Мастер-Сити» чикĕллĕ яваплăхлă обществăран тухсан пĕрлехи ушкăн Муркаш райповĕн тытăмĕнчи Лантăшра вырнаçнă «Муркаш çăкăрĕ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна çитрĕ. Çăкăр пĕçерекенсен тăрăшулăхĕпе Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Б. Андреев паллаштарчĕ. Кунта 3 сменăпа тăрăшакан 4 бригада талăксерен 1 тонна та 300 килограмм çăкăр пĕçерсе кăларса лавккасене ăсатать.
– Продукци ассортименчĕ еплерех; – кăсăкланчĕ И. Моторин.
– Ыранхи кунпа пурăнатпăр. Çавăнпа та продукци ассортиментне ÿстересси те кун йĕркинче малти вырăнта. Паян кунта çăкăр-булка изделийĕсемпе пĕремĕк-шушкăна 50 ытла ассортиментпа кăларатпăр. Халăх ыйтăвне шута хурса ĕçленĕрен ăна йăлтах район территорийĕнче реализацилетпĕр, – терĕ Борис Васильевич.
Асăннă объектсенче пулнă хыççăн хăнасем хакланипе килĕшмесĕр тăма пултараймарăм: районăмăр çыннисем чăнах та çĕнĕлĕхсен утăмĕнчен юлмаççĕ.
А. БЕЛОВ.