Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елка теттисем тата хăрушсăрлăх

14 декабря 2011 г.

Елка теттисем тата хăрушсăрлăх

Раштав Çĕнĕ çул çывхарнине систерет. Илемлĕ вăхăт. Кашниех унран асамлăх кĕтсе ăна анлă уявлама хатĕрленет. Çĕнĕ çул вăл – политикăн нихăш енне те пырса тивмен уяв. Çавăнпах ăна пур те пĕр йышра уявласси халăхăн çирĕп йăлинче тата ăна кĕтсе илесси те çынсем хушшинче пысăк уяв вырăннех. Çак самант ытларах асра юлтăр тесе ĕç е ытти коллективсенче уява паллă тума тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, елкăна электричествăн илемлĕ çутипе, тĕрлĕ çуртасемпе капăрлатаççĕ, савăнăç хăтне анлăлатма пиротехника изделийĕсемпе ытлă-çитлех усă кураççĕ. Халĕ каланине шута илсе шăпах çак тапхăр пушар тухаслăх тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çакна çулленхи анализсем те çирĕплетсе параççĕ. Манмалла мар, çакăнта шăпах илĕртÿллĕ пиротехника изделийĕсем малти вырăнта тăраççĕ.

Çĕнĕ çул çывхарнă май магазинсемпе пасарсенче пиротехника изделийĕсемпе сутă тăвасси, çынсем вĕсене уяв валли туянасси пурнăçа кĕме пуçларĕ. Кунта паянхи рынок пиротехника изделийĕсенчен питĕ пуян пулнине палăртмалла. Вĕсем хушшинче иккĕленÿллĕ производство продукчĕсем те çук мар. Шăпах вĕсене туянакан савăнăç кĕрекине хăрушлăх илсе кĕртет те ĕнтĕ. Кунпа пĕрлех пиротехника хатĕрĕсене ачасене шанса пани те инкеке çул уçни тесе калассăм килет. Пиротехника хатĕрĕсен хăрушлăх факторĕсем тĕрлĕ енлĕ: вĕсен куçăмĕн кинетика энергийĕ, сирпĕнес вăйĕ, ванчăкĕсем инçете сапаланас туртăмĕ т. ыт. те.

Пасарта е магазинта асăннă таварсене туянаканăн малтанах çакна пĕлмелле. Пиротехника хатĕрĕсене ваккăн сутма суту-илÿ залĕллĕ магазинсемпе павильонсенче кăна ирĕк пур е куçса çÿрекен ятарлă киосксенче.

Асăннă препаратсемпе сутă тăвакансем тĕлĕшпе вара çакнашкал асăрхаттару пур: сутăва кăларакан пиротехника хатĕрĕсене упрама ятарлă пÿлĕмсем кирлĕ. Вĕсемпе усă курассине тата унта мĕн чухлĕ пиротехника хатĕрĕ упрассине вырăнти патшалăх пушар надзорĕн органĕсемпе килĕшсе палăртмалла. Юрăхсăра тухнă пиротехника хатĕрĕсен хăйсен уйрăм вырăнта упранмалла.

Кашни пиротехника изделийĕпе пĕрлех (ваккисене валли – кашни упаковкăрах) унпа епле усă курмаллине вырăсла çырнă инструкци пулмалла. Вĕсемпе сутă тунă вырăнсенче çак хатĕрсене ĕçлеттерсе тĕрĕслесси пулмалла мар.

Кĕскен каласан, Çĕнĕ çул фейерверкĕ савăнăç çеç илсе килтĕр тесен пасарсенче е ют çынран иккĕленÿллĕ пиротехника хатĕрĕсем ан туянăр. Туяннисемпе те усă куриччен инструкцийĕсемпе тĕплĕн паллашăр.

Çывхаракан Çĕнĕ çул савăнăç çеç илсе килтĕр!

А. ЕФИМОВ,

патшалăх надзор ĕçĕн районти уйрăмĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика