14 декабря 2011 г.
Ял аталанать
Районта пурăнакансем килти хушма хуçалăха аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе патшалăх пулăшăвĕ те малти вырăнта. 2006 çултан пуçласа «АПКна аталантарасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕчĕк хуçалăх формиллĕ хуçалăхсене ĕçлеттерекен ял çынни çăмăллатнă кредитсене пĕтĕмпе 11,5 миллиард тенкĕ илнĕ. Вăл шутран килти хушма хуçалăха аталантарма – 10,2 миллиард тенкĕ.
Килти хушма хуçалăх тытакансенчен нумайăшĕ çăмăллатнă кредитпа пĕрре çеç мар усă курма ĕлкĕрнĕ. Çапла вара килти хушма хуçалăхра та нумай ĕçсене механизацилеме çул уçăлнă. Килти хушма хуçалăхра пухнă ĕç опычĕпе вĕсенчен чылайăшĕ каярах хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелес çул çине тăрать.
Çитес çултан ĕçлеме пуçлакан «Ĕçе анчахрах кÿлĕнекен фермера пулăшасси» отрасль программипе те ялта пурăнакансем тулăх усă курасси пирки иккĕленÿ çук.
А. ПЕТРОВ.