14 декабря 2011 г.
Йĕлтĕрçĕсем «бронзăпа» таврăнчĕç
Иртнĕ шăмат кун, декабрĕн 10-мĕшĕнче, ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн йĕлтĕрçисем Шупашкар хула ăмăртăвĕнче вăй виçрĕç. Ярапайкассинчи уйрăмра Э.А. Гордеев тренер ертсе пынипе ăсталăха туптакан çамрăк спортсменкăсем хăйсене эстафетăра тĕрĕслерĕç. Диана Чернова, Светлана Соколова тата Анастасия Костина 3-шер çухрăмлă дистанцисенче хăйсене япăх мар кăтартрĕç: Муркаш районĕнчи хĕрсен команди киле 3-мĕш вырăнпа таврăнчĕ.
Йĕлтĕрçĕсен сезонĕ вăй илсе кăна пырать-ха, апла малашне татах та пысăкрах ăнăçусем тума сунатпăр вĕсене.
Ф. Рылин,
ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн завучĕ.