14 декабря 2011 г.
Сывлăхлă пулнин усси тĕрлĕ енлĕ
Чуманкассинчи вăтам шкулта çулсеренех «Сывлăхлă класс» конкурс иртет. Йăлана кĕнĕ тăрăх çак ята тивĕçес ĕçе ачасем кăна мар, вĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсем те, класс ертÿçи те хутшăнать.
«Сывлăхлă класа» палăртма «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пулăшать. Март–апрель тата октябрь–ноябрь уйăхĕсенче классене тĕрлĕ енпе тĕрĕслерĕмĕр: класри ачасем шкулта спорт мероприятийĕсем ирттерни, ытти спорт ăмăртăвĕсене хутшăнни, походсемпе экскурсисене тухса çÿрени, шкул столовăйĕнче мĕнле апатланни, чирленипе урок сиктерни, класри ачасен сиенлĕ йăласем пурри тата ытти те.
«Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акцин кĕрхи тапхăрĕнче «Сывлăхлă класс» ята 5 класс çĕнсе илчĕ. Çапла вара вĕсем (виçĕ сехет тÿлевсĕр) «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче хăйсен вăхăтне усăллă ирттерчĕç. Тренажер залĕнче, бассейнра вăй виçрĕç, спорт залĕнче баскетболла вылярĕç. Ачасем хушшинче сĕтел çи теннис енĕпе мини-турнир та пулса иртрĕ. Унсăр пуçне вĕренекенсем хăйсене ташă кружокĕнче те тĕрĕслесе пăхрĕç.
Киле таврăниччен вара ачасем Муркашри музейра тĕрлĕ экспонатсемпе паллашрĕç. Кун питĕ интереслĕ те усăллă иртнине пурте палăртрĕç.
В. Николаева,
директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.