10 декабря 2011 г.
Ильинка чиркĕвĕн историйĕ интереслĕ. Пысăк йывăç чиркĕве кунта 1750 çулта туса лартнă пулнă. 1779 çулта вăл çиçĕме пула çунса кайнă. 1783 çулта ун вырăнне чулран чиркÿ çĕклеме пуçăннă. Ăна 11 çул иртсен 1794 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче çутатнă (светить тунă). Октябрьти революци хыççăн чиркÿ çуртĕнче шкул уçнă.
1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Шупашкар ГЭС-не хута янă май Атăл шывĕ хăпарнă, чиркÿ çурчĕ шывпа тип çĕр чиккинче юлнă. Пурăна киле стенасем ишĕлме пуçăннă.
Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕн В.И. Кожановăн тата вырăнти активистсен пуçарăвĕпе кивĕ чиркÿ çуртне пăсса Ильинкăра унччен чиркÿ пулнă вырăнтан инçех мар çĕнĕ чиркÿ тăвас ĕçсене пуçăннă. Ку ĕçсене Муркашри Владимир Турă Амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте пилленĕ.
Ырă пуçарура пĕччен пулмăпăр тесе шанаççĕ Ильинкăсем.