10 декабря 2011 г.
Сывлăх сыхлавĕ çирĕп алăра
Тренккăри ялти врач амбулаторине 1987 çулта уçнă. 2009 çултанпа вăл – пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ. Амбулатори уçнăранпа 2002 çулччен заведующи пулса кунта Нина Леонидовна Маркова акушерка тăрăшнă.
Халĕ коллектива пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн врачĕ Николай Егорович Иванов ертсе пырать. Кунта вăй хуракан медицина ĕçченĕсенчен ытларахăшĕн ĕç стажĕ пĕчĕк мар. Хăйсен ĕçне аван пĕлекен 6 специалист вăй хурать кунта. 12 ялти 1625 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе пăхса тăраççĕ вĕсем. Кунсăр пуçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата пуçламăш шкулсем, 2 ача сачĕ. Медицина ĕçченĕсем чир-чĕртен сиплессине кăна мар, профилактика ĕçĕсене вăхăтра тата кирлĕ шайра туса ирттерессине, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине, гигиена воспитанийĕ парассине те хăйсен тивĕçĕ тесе шутлаççĕ.
Территорире фельдшерпа акушер пункчĕсем Апчарта, Вăрманкассинче тата Мăн Шашкарта вырнаçнă. Вĕсем те вырăнти çынсен сывлăхне сыхлас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ.