10 декабря 2011 г.
Культура пурнăçĕ пуян
Ял тăрăхĕн территорийĕнче Культура çурчĕсем Тренккăра, Апчарта тата Вăрманкассинче, ялти библиотекăсем Ильинкăра, Шашкарта тата Апчарта. Ильинка библиотекипе Ильинка ял тăрăхĕн администрацийĕ Тренккăра, Тренккăри Культура çуртĕнче вырнаçнă. Кунти Культура çурчĕпе библиотека база учрежденийĕсем шутланаççĕ.
Культура çурчĕсемпе библиотекăсем ял çыннисен пурнăçне илемлĕрех, хаваслăрах, усăллăрах тăвас тесе тăрăшаççĕ. Календарьти паллă кунсемпе уяв кунĕсене, юбилейсене хатĕрленсе ирттересси ытларах вĕсем çине тиенет. Культура учрежденийĕсенче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Ноябрь уйăхĕнче Тренккăра "Большая Волга", Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Вăрманкассинче Г.Ф. Перлов кубокне çĕнсе илессишĕн, хĕл ăсатăвĕн уявĕнче Апчарта В.А. Храмова асăнса ăмăртусем иртеççĕ. Юлашки вăхăтра унччен манăçа тухнă Çăварни уявне Мăн Шашкарта ирттерме пуçăнтăмăр.
Çамрăксем пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе Культура çурчĕсенче теннис, шахмат кружокĕсене йĕркеленĕ. Хĕрсем валли аэробика кружокĕ ĕçлет. Çамрăксем кăна мар, çулланнисем те пушă вăхăтра культура учрежденийĕсене туртăнаççĕ.
Культура çурчĕсем çитĕнекен ăрăва та манса хăвармаççĕ. Вĕсем валли Культура çурчĕсенче прикладной искусство кружокĕсем пур. Кунта вĕсем хăйсем мĕн пултарнине пĕтĕмпех кăтартма пултараççĕ: çыхаççĕ, ÿкереççĕ, пластилинран кĕлеткесем ăсталаççĕ, интереслĕ тĕрлĕ хатĕрсем шутласа тупаççĕ.
Чылайăшĕ Культура çурчĕсем çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕсене хаваспах çÿрет. Вырăнти артистсен илемлĕ чăваш тумĕ, хаваслă юрри-ташши пурне те тыткăнлать.
Библиотекăсем те паянхи пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ. Ялсен историне, паллă ентешсене, ял тăрăхĕн историне халалласа электронлă презентацисем йĕркелессипе библиотекăсенче пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Çынсене, уйрăмах çамрăксене право енĕпе пĕлÿ парассине пысăк вырăн уйăраççĕ. Вулакансем "Медиатекăпа" тата унăн электронлă изданийĕсен пуян коллекцийĕпе анлăн усă кураççĕ.