Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăхпа палăрса тăрать

10 декабря 2011 г.

Хастарлăхпа палăрса тăрать

Муркаш районĕ чăннипех те ырă чун-чĕреллĕ, ăслă-тăнлă та маттур ĕçченсемпе пуян. Уйкас Янасал тăрăхĕнчи ял тăрăхĕнче те çакăн пек пултаруллă çынсем нумай. Вĕсенчен пĕри – сăпайлă та ăста вĕрентекен – Купăрля ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Никтополионовна Ипатьева.

Вырăссен паллă писателĕ Лев Толстой çапла каланă: «Хăйĕн ĕçне кăна мар, ачасене чунтан юратакан учителе çеç чăн-чăн Вĕрентекен теме пулать». Учитель вăл этемлĕхĕн чи хисеплĕ, сăваплă çынни. Ун умĕнче пуç таймасăр, çĕлĕк хывмасăр иртмен. Вăл ачасене кăна мар, ыттисене те пур енĕпе те тĕслĕх кăтартать-çке-ха...

Тĕп пĕлÿ илсенех Валентина Никтополионовна Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Алла диплом илнĕ хыççăн виçĕ çул Шупашкарти ача садĕнче тăрăшать. Çемье çавăрсан, тăван яла куçса килсен малтанах Исетерккĕ шкулĕнче ĕçлет, ун хыççăн Сосновкăри тĕп шкула куçать. Хăйĕн ăсталăхне ÿстерес тесе Валентина Никтополионовна И. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илет. 35 çул хушши вăй-халне те, чун ăшшине те шеллемен вăл вĕренекенсемшĕн. Ачасен пултарулăхне яланах аталантарма тăрăшнă. Тăван чĕлхене, тăван çĕр-шыва юратма вĕрентнĕ. Хăйĕн ĕçне килĕштерсе пурнăçланипех тивĕçлĕ канăва тухичченех республика, район тата ял тăрăхĕн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене, «Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна та тивĕçет.

Хăйĕн учительне кура ĕнтĕ Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вăй хуракан Ангелина Иосифовна Белова та учитель профессине суйласа илнĕ. Хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ пекех вăл та пуçламăш классене вĕрентет, ĕçĕнче те унăн меслечĕсемпе усă курать. Валентина Никтополионовна вĕрентсе кăларнă ачасем нумайăшĕ аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ.

Хальхи вăхăтра Валентина Никтополионовна ял тăрăхĕнче ВУС специалистĕнче ĕçлет. Çав хушăрах ăна Купăрля халăхĕ депутата суйланă. Пенсионерсем, инвалидсем тата ветерансем хăйсене ертсе пыма шаннă.

Хăйĕн мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ те амăшĕн çулĕпех кайнă – Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче преподавательте тăрăшать. Иккĕмĕш хĕрĕ аслă пĕлÿ илнĕ ĕнтĕ, çартан таврăннă ывăлĕ те ял хуçалăх академийĕнче вĕренет.

Иртнĕ кунсенче Валентина Никтополионовна хăйĕн сумлă юбилейне паллă турĕ. Эпир те ăна саламласа вăй-хал, çирĕп сывлăх, хастарлăх сунатпăр.

С. Максимова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика