Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Купăста пĕр гектар çинче ÿсрĕ

10 декабря 2011 г.

Купăста пĕр гектар çинче ÿсрĕ

Паянхи килти хушма хуçалăхсен ĕçне-хĕлне тишкеретĕн те тĕп вырăнта патшалăх пулăшăвĕ мар, çĕр ĕçне чунĕпе парăннă хресчен ачисем тăраççĕ. Манăн вĕсене рынок аталанăвĕн тапхăрĕнче çĕнĕлĕхсене алла илсе ÿссе тĕрекленнĕ, йывăрлăхсем умĕнче пуç усман çынсем теес килет. Пылчăкран, тислĕкрен хăраманскерсем паян район тăрăх ют çĕр-шывсенче туса кăларнă çăмăл машинăсемпе е тиев турттаракан тулли автомашинăсемпе çÿренине асăрхатăп та ял хуçалăхĕ çĕнĕ аталану шайне ура ярса пуснине туйса илетĕп. Çапла пулмалла та ĕнтĕ – хамăра тăрантаракан çĕр-аннемĕр хуçасăр пулаймасть. Эпир-çке унăн ачисем, ывăлĕ-хĕрĕсем.

Районта иртнĕ Тыр-пул уявĕнче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Вомпăкассинче пурăнакан Анна Геннадьевнăпа Владимир Филимонович Пикушкинсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ шултра пуçлă купăстапа суту-илÿ тунине тĕл пулсан вĕсен ĕç ăнăçăвĕшĕн «вăрттăн» хĕпĕртерĕм. Уяв епле иртнипе кăсăклансан тавар туянакансем патне тулли сетка купăста илсе пыракан кил хуçинчен хресчен чунĕллĕ хурав илтрĕм:

– Ял çыннин, çĕр ĕçченĕн канăвĕ-уявĕ вăл – хăйне евĕр вăрттăнлăх. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хресчен кану пирки шутламасть те. Мĕн акни-лартнине пуçтарса кĕртсен малашлăх пирки пуç ватнă чух иртет унăн тулли сĕтел хушшинчи уявĕ-канăвĕ. Ку вăл ялта пурăнакан кашни çыншăнах паллă. Хамăр килти хушма хуçалăхра пĕр гектар купăста лартса туса илтĕмĕр кăçал. Тăрăшнине кура пахча та савăнтарчĕ. Çĕре юратса ĕçлекене вăл та юратупа-ăнăçупах тавăрать иккен. Халĕ тăрăшуллă ĕçпе туса илнĕ продукцие пасарсене илсе çÿретпĕр, – пулчĕ хурав.

Икĕ ывăл ÿстерекен мăшăр вунă çул ĕнтĕ пахча çимĕç туса илсе çемье бюджетне пуянлатса пырать. Çамрăк ăру та ĕçе юратса ÿсет. Ĕçрен катара тăман çемьере урăхла пулаймасть те.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика