Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Техника ăсталасси – манăн юрату»

10 декабря 2011 г.

«Техника ăсталасси – манăн юрату»

Республикăра иккĕмĕш çул граждансем хăйсен килĕсенче ăсталанă трактор техникин «21 ĕмĕрти Кулибин» конкурсне ирттерни пире те çак ăстаçăсем çине çаврăнса пăхтарчĕ. Уйрăм çынсем ăсталанă трактор техники, ял хуçалăх машинисемпе оборудованисем тепĕр чух заводринчен те пахалăхлăрах пулса тухаççĕ. Тепĕр майлă каласан вĕсем çĕр ĕçченне çывăхарах тăраççĕ. Çавăнпа та Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республики вĕсем çине тимлĕх уйăрнине ырлассăм килет кăна.

Иртнĕ çул республикăра пĕрремĕш хут иртнĕ çак конкурса пирĕн районтан 9 çын хутшăннăччĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе жюри членĕсем Юнкăран пынă Валерий Прокопьевич Пигачева (сăн ÿкерчĕкре) пĕрремĕш преми – 10 пин тенкĕ – парса чыслани халĕ те асра. Вăл конкурсра хăйĕн аллипе трактор çинчи кранран пуçласа çĕр улми кăлармалли агрегат таран, ял хуçалăх техникин 6 единицине, ăсталанине кăтарнăччĕ. Муркашсене çав ÿсĕм ун чух самай хăпартлантарчĕ.

Тăтăшах шыраври ăстапа иртнĕ кунсенче тĕл пулма май килчĕ. Валерий Прокопьевич яланхиллех хăй ăсталаса ура çине тăратнă трактор патĕнчеччĕ.

– Кăçал та «21 ĕмĕрти Кулибин» конкурса хутшăнтăм. Килĕшет мана ку конкурс. Ман пек «Кулибинсем» республикăра çеç мар, районта та татах пур иккен. Ку вара – хăйне евĕр ăмăрту никĕсĕ. Пĕрре пуçланнă ĕçре тĕрĕссипе маларахрах пулас килет, – кăмăллăн калаçать кăçалхи конкурсра 3-мĕш пулнă В. Пигачев хăйĕн «хурçă учĕ» çинчен куç илмесĕр.

Çĕр ĕçĕнчен ютшăнмасăр ÿснĕскер ĕç хушшинчех тимĕр-тăмăр пуçтарса ачаран ĕç хатĕрĕсем майлаштарма юратнă. Конструктор ĕмĕт-тĕллевне вара ун умне пурнăç кăларса тăратнă. 52 çул водительте ĕçленĕ арçын паян хăйĕн ĕмĕрĕнчи кашни ĕç вырăннех ырăпа аса илет. «Çамрăклăхрах водитель правине алла илтĕм те паян та çак ĕçрен пăрăнаймастăп», – тет 71 çулхи арçын. «Новая Юнга» хуçалăхра, хыççăн çурçĕрте автомашинăпа вăй хунăскер техникăпа çывăх туслашса кайнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар.

– Трактор-машина – манăн тĕп пурнăç, – терĕ Валерий Прокопьевич калаçу ку тĕле çитсен. – Техника ăсталассипе 2003 çулта аппаланма пуçларăм. Çак вăхăтра тăван колхоз саланчĕ, техники вара хама та, ял çыннисене те тăтăш кирлĕ. «Ухмах пуç» алла канăç памасть тенĕ пекки пулса тухрĕ пулас. Паян манăн трактор çинче кранĕ те, юр тĕксе çул уçмалли те, копалка та, çеçке çулмалли те, утă çулмалли те, лебедка та, плуг та, çĕр улми кассисем тумалли те, культиваторпа йывăр сÿре те, пушара тухмалли ятарлă насослă цистерна та пур. Куратăр пуль – манăн ĕç йăлтах ялти халăх валли, – терĕ хресчен чунĕллĕ пĕлĕшĕм. – Ыранхи куна пăхса шанчăклă ĕçлекен катăк йĕмпе чупса çÿреместех. Кам пурнăç япăххине кашни утăмра шырать – унăн пÿрт-çурчĕ те ишĕлет, хăй те мухмăр-сухмăртан тухса пĕтеймест. Çакна эпĕ те, манăн пĕлĕшĕмсем те çирĕп ăнланса илчĕç тесе шутлатăп. Ку вăл – ÿсĕмсен никĕсĕ. Ĕçлесен ялта та хуларинчен катăк мар пурăнма пулать.

Харпăр хăй вăйне ытларах шанакан пирĕн ентешĕн ĕмĕчĕсем вара татах пысăкрах.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика