10 декабря 2011 г.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар, алкоголь продукцийĕ суту-илÿ ĕçĕнче пысăк тупăш парать. Çын сывлăхне вара уйрăмах пахалăхсăрри хавшатать. Çавăн пекех саккуна пăхăнмасăр сутнă пахалăхсăр эрех бюджета тăкак, ултавçă кĕсйине тупăш кÿрет. Çавна май ку ыйтăва Раççей Президенчĕ Д.А. Медведев малти вырăна кăларчĕ, вырăнсенче ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке пулмаллине, кирек камăн та асăрханулăх кирлине палăртрĕ. Çакна тĕпе хурса Чăваш Ен Президенчĕ М.В. Игнатьев республикăри суту-илÿ точкисенче пахалăхсăр, суя эрех сутассине чарас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕç çирĕплетрĕ.
Çапла вара Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин малтанхи пĕлтерĕвĕ тăрăх пирĕн республикăна 6,6 миллион тенкĕлĕх 76, 5 пин кĕленче суя акциз маркисемлĕ алкоголь продукцийĕ кÿрсе килнĕ. Суту-илÿ точкисене пахалăхсăр эрех сарассипе «Беркут 3000» ООО тимлени паллă.
Суту-илÿ точкисенче ирттернĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче çакăн пек маркăллă пахалăхсăр алкоголь продукцине тупса палăртнă: «Выбор «Хлебная» 0,5 литр кĕрекен савăтра, 98 тенкĕрен пуçласа 124 тенкĕ таран, «Пшеничная» 0,5 литр кĕрекен савăтра, 98 тенкĕрен пуçласа 130 тенкĕ таран, «Старорусская» 0,5 литр кĕрекен савăтра, 98 тенкĕрен пуçласа 115 тенкĕ таран. Çак продукцире сывлăхшăн сиенлĕ тĕрлĕ хутăш, вăл шутра ацетон тата ытти наркăмăш пулни паллă. Çавна май тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă продукци партине экспертизăна ăсатнă.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви эрехпе сутă тума лицензи парать. Çавна май суя эрех сутнине тупса палăртас тесе çак орган кирек хăçан тата кирек хăш суту-илÿ точкинче тĕрĕслев ирттерме пултарать. Пахалăхсăр эрех сутакансене тупса палăртас, ун йышшисене сутма чарас тĕллевпе ирттерекен тĕрĕслев малалла пырать. Хальлĕхе вун ултă тĕрлĕ суя эрех тупса палăртнă. Акă мĕн вырнаçнă лавккасенчи сентресем çинче тата мĕнпе наркăмăшлать хăйне «симĕс çĕлене» кăмăллакан. Çакăнта вара кашниех шухăшласа пăхма тивĕç пулĕ тетĕп.
Çапла вара тĕрĕслев енĕпе яваплă органсем пирĕн республикăра пахалăхсăр эрехпе тупăш тăвакан сакăр организацие шута илнĕ. Шел пулин те, кĕленчери хаяр шĕвек сĕнекенсем пирĕн районти лавккасене те аякра хăварман. Çапла вара тĕрĕслев ирттерекенсем Муркаш райповĕн гастроном тата «Волна» магазинĕсенче те пахалăхсăр эрех сутнине тупса палăртнă.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин сайтĕнче пахалăхсăр алкоголь продукци сутни пирки халăхран тĕрлĕ информаци илес тата суя эрех çинчен тĕрлĕ информаци пĕлтерес тĕлĕшпе ятарлă «хĕрÿ лини» баннер уçнă. Унта эсир хăвăра кăсăклине тупма пултаратăр.
Ку ыйтупа эпĕ Муркаш райпо канашĕн председателĕпе Б.В. Андреевпа çыхăнтăм. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл:
– Рынок хутшăнăвĕнче эрех кăларакан производствăра ĕçлекен тÿрĕ кăмăллă мар çынсем налук тÿлес мар тесе тĕрлĕ майсем тупма тăрăшаççĕ. Çакă эрех кăларакансем акциз сахалтарах тÿлеме тăрăшнипе çыхăннă. Пĕр тĕслĕхĕ вăл – производствăран тухнă эрех савăчĕ çинче хăш-пĕр федераллă маркисем ЕГАИС (Единая государственная автоматизированная информационная система) информаципе танлашман, çавăнпа та вĕсене контрафактлă эрех шутне кĕртнĕ, тĕрĕссипе вара пахалăхĕ тивĕçлех. Сăмахран, эрех кăларакансем, ЕГАИС килĕшÿллĕн, 26 процентлă «Винный» напитокăн 0,3 литрлă кĕленчи çинче пулмалли федераллă ятарлă маркăна Брендин, 40 процентлă, 0,5 литрли çине çыпăçтарнă.
171-мĕш Федераллă Саккунпа килĕшÿллĕн, контрафактлă эрех Муркаш райповĕн суту-илÿ лавккисенче ан пултăр тесе ятарлă тĕрĕслев приборĕсем илетпĕр.
Вырăнта йĕркеленĕ комисси пур суту-илÿ лавккисенче те тĕрĕслев ирттернĕ, ЕГАИС информаципе танлашман эрехе сутма пăрахнă, курттăммăн тавар сутакана тавăрса панă.