10 декабря 2011 г.
«Пулас пенси пирки маларах шутламалла»
Раççей çыннисем патшалăхăн шутланман пенси фончĕсемпе (НПФ) ытларах кăсăкланма пуçларĕç, çакăн йышшисен хисепĕ пĕтĕмĕшле 11 миллион çынпа танлашать. Хальхи вăхăтра çĕр-шывăн пенси рынокĕнче çĕр ытла фончĕ ĕçлет. Акă «Промагрофонд» НПФ пенси системинче 17 çул çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтерет, çĕнĕрен те çĕнĕ клиента хăй шутне илет, тĕрлĕ консультаци, пенсие ÿстерес енĕпе сĕнÿ парать. Эпĕ Шупашкар хулинче вырнаçнă «Промагрофонд» филиалĕн директорĕпе И.Н. Косяковăпа тĕл пулса калаçу ирттертĕм, хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăм. Ку филиал фондăн Вăтам Атăлти дирекцийĕ шутланать, Чăваш, Мари Эл, Тутар тата ытти хăш-пĕр республикăпа хулана пĕрлештерет. Чăваш Енре фонд филиалне 2008 çулта уçнă.
– Ирина Николаевна, «Промагрофонд» Раççей шайĕнче ырă енĕпе палăрма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Халăхра сире шанаççĕ, çакна сирĕн ĕç кăтартăвĕ те çирĕплетет. Хăвăр организаци ĕç-хĕлĕпе паллаштарăр, тархасшăн, хаçат вулакансене.
– «Промагрофонд» халăх шанăçне чăннипех те тÿрре кăларма пултарать, халĕ вăл Раççейре 113 представительство уçнă. Çĕр ытла фонд хушшинче «Промагрофонд» нумай кăтартупа малти вырăнта, вăл малти 10 фонд йышне кĕрет. Пирĕн патра страхланнă çынсен хисепĕ 1 миллион та 450 çынпа танлашать, вăл шутра Чăваш Республикинчи клиентсен хисепĕ 30 пин. Муркаш районĕнчен те пирĕн клиентсем пур. Пирĕн фондăн устав ĕçне тивĕçтермелли пурлăх шайĕ 20 миллиард та 500 миллион тенкĕпе, пухăнса пыракан пенсин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 17 миллиард та 500 миллион тенкĕпе танлашать. Кăçал «Промагрофонд» НПФ çумне маларах хăй ĕçне туллин пурнăçланă «Русь» НПФ хутшăнчĕ. Çапла вара ĕç калăпăшĕ татах ÿсрĕ. Фонд обязательнăй пенси страхованийĕпе тата патшалăхăн шутланман пенси тивĕçтерĕвĕпе услугăсем туллин парать, хушма пенсин программине тĕллевлĕ пурнăçлать. «Промагрофонд» пурлăх шайĕ çулсеренех ÿссе пырать.
– Пулас пенсин патшалăх софинансировани программи пирки калаçар-ха;
– Ку вăл пулас пенсие пысăклатма патшалăх туса панă питĕ лайăх мел. Вăл гражданинпа патшалăх хывакан взноссенчен пухăнать. Пĕрремĕш взнос тÿленĕ самантран пуçласа çын софинансировани программине 10 çул хутшăнать. Программăна вара 2013 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр кĕмелле. Çакă пысăк сроклă та тупăшлă, çынсемшĕн чăннипех те меллĕ проект. Кунта сăмах çулталăкри 100 процентлă тупăш пирки пырать. Çакна урăх нимĕнле финанс инструменчĕ те памасть. Инвестициленине шута илсен вара тупăшлăх татах та пысăкрах. Илнĕ инвестици тупăшĕ сирĕн лицевой счет çинче паллă пулĕ.
Тĕслĕх илер-ха, сирĕн взнос 2 пин тенкĕпе танлашнă. Патшалăх та çакăн пек укçа калăпăшнех хушса панă, çапла вара сирĕн пенси счечĕ çинче 4 пин тенкĕ пухăннă. Енчен те эсир пухăнса пыракан пенси укçине иртнĕ çул “Промагрофонд” НПФа куçарса панă пулсан çулталăк хушшинче çак сумма тата тепĕр 10 процент – 400 тенкĕ ÿснĕ. Çавна та манма кирлĕ мар, енчен те эсир хывнă сумма çулталăкне 2 пин тенкĕрен кая пулсан, патшалăх ăна финансламасть. Енчен те вара программăна хутшăнакан хывнă сумма 12 пин тенкĕрен ытларах чухне патшалăх 12 пин тенкине кăна финанслать.
Укçан пĕр пайĕ пуласлăхра мар, çывăх вăхăтра сирĕн пата таврăнать. Пенсисен софинансированийĕн программипе тÿленĕ взносен сумминчен эсир социаллă налук вычетне 13 процент илетĕр. Кун йышши налук çăмăллăхĕсем патшалăхăн шутланман пенси тивĕçтерĕвĕн договорĕпе хушма пенси программисем тăрăх тÿлекен взноссем тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ.
Ют çĕр-шывсенчи ватă çынсен пенси калăпăшĕ пысăк, вĕсем лайăх пурăнаççĕ тенине тăтăшах илтме пулать халăх хушшинче. Пулас пенси калăпăшĕ чăннипех те пысăк пултăр тесен вара çамрăклах тăрăшма пуçламалла. Софинансировани программине кĕмешкĕн заявлени пама Раççей Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти управленине те, патшалăхăн шутланман пенси фончĕсене те, вăл шутра “Промагрофонд” НПФа та юрать. Пирĕн филиалта кулленех халăха тÿлевсĕр консультацисем параççĕ. “Промагрофондăн” партнерĕсем чылай. «Промагрофонд» НПФсен Наци Ассоциацийĕн членĕ, «Раççейри машинăсем тăвакан союзĕн» членĕ, космос ĕçĕ-хĕлĕн тата Раççейри ДОСААФ участникĕсен, пенси программисен пĕтĕм тĕнчери Ассоциацийĕн партнерĕ.
Чÿк уйăхĕнче «Промагрофонд» НПФ «Финансовая жемчужина России» премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ, «Çирĕп шанчăк» номинацин çĕнтерÿçи пулчĕ.
– Çапах та тĕрлĕ фонд тĕрлĕ енлĕ тупăш шантарать. Çынсен вара вăл е ку организацие епле суйласа илме пĕлмелле-ха;
– Кунта вара пысăк тимлĕх кирлĕ. Чи малтанах çыннăн фонд ĕç стажне пĕлмелле. Фондăн темиçе çул хушшинчи тупăш шайĕпе кăсăкланмалла. Çак фонда миçе клиент суйласа илни, фонд пурлăхĕ питĕ кирлĕ кăтарту. Паллах, çыннăн вăл е ку фонда суйласа илме ирĕк пур, анчах та кашни çул тĕрлĕ фонда куçни вырăнлах та мар.
Патшалăх çĕнĕ Федераллă Саккун йышăнчĕ, унта пулас пенсин пухăнса пыракан пайне тÿлессин йĕркине çирĕплетнĕ. Ун пирки каярах тĕплĕн пĕлтерĕпĕр.
Пирĕн филиал сире яланах хапăл тăвать. Эпир çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Ярославская урам, 29-мĕш çурт, 109 офис. “Промагрофонд” специалисчĕсем тăтăшах çынсем патне тухса çÿреççĕ. Ку тĕлĕшри кирек епле ыйтупа та пирĕн пата çак номерсемпе шăнкăравлама пулать: (8352) 62-20-30, 62-17-54.
«Промагрофонд» пурне те çитсе килекен Çĕнĕ Çул ячĕпе саламлать. Çирĕп сывлăх та телей, çемьере килĕшÿ сунать.
Р. Илларионова
калаçнă.