10 декабря 2011 г.
«Магнолия» кафе пурин кăмăлне те тивĕçтерет
«Магнолия» кафе иртнĕ эрнере Юнкăпуçĕнче уçăлчĕ. Кунта пĕтĕмпех килĕшÿллĕ. Хаксем те кашни çыннах тивĕçтереççĕ. Кафене кĕрсен вара хăвна çăтмахри пекех туятăн: хăтлă залсенче йĕри-тавра илем, лăпкă юрă-кĕвĕ, тарават та çепĕç ĕçченсем, питĕ тутлă апат-çимĕç. Пĕрре килсе техĕмлĕ апат тутаннă хыççăн ку кафене малашне те килес килет.
Тинех Муркаш районĕнче пысăк уявсем, ытларах туйсем, туллин ирттерме кафе пулчĕ. Туй ирттерме акă пур тăван-хурăнташпа юлташа та чĕнес килет. Анчах та районта пысăк, 180-200 çынна вырнаçтарма май паракан кафе-столовăй пулман. Çавăнпах ытларахăшĕ туй пек пысăк уявсене шкулсен столовăйĕсенче ирттернĕ. Халĕ кун пек пысăк уявсене «Магнолия» кафере ирттерме пулать. Мĕншĕн тесен унта пĕр харăсах 220 çын таранах чĕнме пултаратăр. Шăпах çавăн чухлĕ çынна тутлă та усăллă апат-çимĕç çитермелĕх кунта çĕнĕ сĕтел-пукан та, апатланмалли çĕнĕ приборсем те, лаптăкĕ те çителĕклĕ. Усăллă апат-çимĕç хатĕрлеме вара кунта çĕнĕ оборудовани, вăл шутра пароконвекомат та, вырнаçтарнă. Апла пăспа пĕçернĕ апата килĕштерекенсен пĕр тăхтаса тăмасăрах «Магнолия» кафене каймалла.
Пысăк залсăр пуçне «Магнолире» икĕ пĕчĕк зал та хăйсен хăтлăхĕпе чуна илĕртет. Вуншар çын ларма пултаракан залсенче çывăх çынсемпе пĕрле апатланмашкăн та кашнинех килĕшĕ. Кун пирки иккĕленÿ çук. Залсем питĕ илемлĕ, хăтлă, иккĕшĕ – икĕ тĕслĕ. Апла кăмăла кура хăвăра килĕшнине суйлама пулать.
Апатланма килекенсем валли кафе самообслуживани мелĕпе ĕçлет: апат-çимĕç пĕтĕмпех куç умĕнче – мĕн çиес килет, хăшĕ кăмăла каять – çавна суйласа илме пулать. Буфет умĕнче юлташсемпе ларма та питĕ аван: тин кăна пиçсе тухнă ăшă кукăле çемçе сĕтел-пукан çине канлĕн ларса çиме ятарлă вырăн уйăрнă. Унта вара «Каçхи Шупашкарпа» киленме те май пур.
Кунти условисем пуриншĕн те юрăхлă. Акă кафе ĕçченĕсем валли те кану пÿлĕмĕ пур. Паллах ирхи 8 сехетрен пуçласа 21 сехетчен ĕçлекенĕн йĕркеллĕ канса илме май пурри пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем-çке – тутлă апат пĕçерсе çитерекенсем. Лидия Гаврилова аслă повар кунти ĕçе йĕркелесе пырать. Вăл питĕ ăста специалист, 6 разрядлă повар.
Кафе çуртĕнче аш-какайран çурма фабрикатсем хатĕрлекен цех та ĕçлеме пуçларĕ. Çак цехра туса кăларнă çурма фабрикатсем – экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсем. Мĕншĕн тесен цеха пыракан аш-какай – пĕтĕмпех вырăнти ялсенче пурăнакан çынсем усранă выльăх-чĕрлĕх какайĕ. Цеха ветеринари тĕрĕслевĕ витĕр тухнă аш-какая çеç йышăнаççĕ. Кунти ĕçченсем çак какайран хатĕрленĕ апат-çимĕçе кафери сĕтел çине кăна кăлармаççĕ, Мăн Сĕнтĕр райповĕн лавккисене йĕркеллĕ какайран хатĕрленĕ пельменьпе, котлетпа тата ытти тĕрлĕ продуктсемпе тивĕçтереççĕ. Апла Мăн Сĕнтĕр райповĕн лавккисенчен çурма фабрикатсене пĕр шикленмесĕрех туянма пулать.
Кафе урамран та питĕ илĕртÿллĕ. Ун умĕнче транспорт валли те вырăн çителĕклĕ. Кафе Юнкăпуç ялне кĕрес умĕн, трасса хĕрринчех вырнаçнă. Çавăнпа та «Магнолия» ăçта вырнаçнă-ха тесе шырамалла та мар. Вăл алă тупанĕ çинчи пекех курăнса ларать. Тулашĕнчен те илĕртÿллĕ çурта кĕмесĕр иртсе каяс та килмест.
Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçи Людмила Петровна Майкова пĕлтернĕ тăрăх кафене пур ыйтăва та тивĕçтерекен пахалăхлă туса çитерме пĕтĕмпе 4 миллион çурă укçа-тенкĕ хывнă. Кунпа пĕрлех хушма 7 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çакă Мăн Сĕнтĕр райповĕ пирĕн район çыннисемшĕн тăрăшнине тепĕр хут çирĕплетсе парать.
Кĕçех Çĕнĕ çул уявĕсем пуçланаççĕ. Юлташсемпе е ĕçтешсемпе, е тăвансемпе пĕрле пухăнса çĕнĕ çул уявне «Магнолия» кафере ирттерĕр. Çак илемлĕх тĕнчинче пуçланнă Çĕнĕ çул вара çулталăк тăршшĕпех савăк кăмăл парнелĕ.
Н. Николаева.