07 декабря 2011 г.
Регион шайĕнче палăрнă
Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине кăçал регион шайĕнчи студентсемпе çамрăксен фестиваль программине кĕртсех паллă тунă: Чăваш патшалăх университетĕнче вулавçăсен конкурсĕ иртнĕ. Унта Муркашри вăтам шкул ачисем – Л.С. Игнатьевăн вĕренекенĕсем – хутшăннă.
Александр Петров Ухсай Яккăвĕн «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăввине илемлĕ вуласа 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Екатерина Козлова вара сумлă жюри умне хăй çырнă «Парне» ятлă сăвăпа тухнă. Сăвва пĕр-пĕр ăста артистран та кая мар вуланă вăл. Çавăнпах çĕнтерÿçĕ дипломне илме тивĕçнĕ.