07 декабря 2011 г.
Хÿтлĕхе саккунпа палăртнă
Куллен пурнăçра пирĕнпе юнашар инвалидсем пуррине те манмалла мар. Вĕсене хÿтĕлесси тĕрлĕ енлĕ пулса пырать пулин те. Акă инвалидсен çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене те саккунпа палăртнă. Çапла çынсем массăллă пухăнакан вырăнсенче инвалидсем валли уйăрнă ятарлă вырăнсем пуррине ятарлă çул-йĕр паллисем кăтартса памалла: 8.17 «Инвалиды», 8.18 «Кроме инвалидов», 8.15 «Слепые пешеходы». Унсăр пуçне çул çинче те ятарлă паллă ÿкерни пулмалла.
Муркашра çынсем массăллă пухăнакан вырăнсене тĕрĕсленĕ хыççăн çак требованисене туллин пурнăçламалли пирки район пуçлăхне çырупа хыпарланă. Çитес вăхăтрах Муркашра инвалидсем валли маларах асăннă тата саккунпа палăртнă ытти хÿтлĕхсене туллин пурнăçа кĕртессе шанатпăр.
С. ИВАНОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн
пуçлăхĕ, полици капитанĕ.