07 декабря 2011 г.
Космонавтика çулталăкне хупнă
Космонавтика çулталăкне районта официаллă майпа хупма ытлари кун Калайкассинчи вăтам шкула пухăннă. «Çул – уçлăха» ятпа иртнĕ çавра сĕтел ĕçне «Интурист – Чебоксары» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В.И. Федотов тата «Байконур – Чебоксары» ассоциацийĕн вице-президенчĕ Д.С. Тимофеев та хутшăннă.
Мероприятире А. Николаев летчик-космонавтăн ĕç-хĕлне кăна мар, пирĕн районтан тухнă паллă çынсене те – Варсонофий Федорович Вострюковпа Иван Павлович Таймаскина – аса илнĕ. Вĕсем – хăйсен пурнăçне космоспа çыхăнтарнă хастар ентешсем.
Шкулсенчи çамрăк космонавтсен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов вĕсен юхăмне, мал туртăмне ырланă.