07 декабря 2011 г.
Регистраци ыйтăвĕсемпе
Саккунсем улшăнни Раççей гражданĕсене хăй пурăнакан вырăнта регистрацилесси тата унтан тухасси çине те çĕнĕлĕхсем кĕртет. Паян гражданина Раççей Федерацийĕн территорийĕнче хăй пурăнакан вырăнта регистрациленме тата унтан тухма мĕнле çĕнĕлĕхсем пур;
В. ПАВЛОВ.
Катькас ял тăрăхĕ.
Граждансене хăйсем пурăнакан вырăнсенче вăхăтра регистрацилесси – Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи федераллă миграци службин управленийĕн районти территори пункчĕн тĕп ĕçĕсенчен пĕри. Кун хыçĕнче вара конкретлă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăç аталанăвĕ тăрать.
Эпир хамăр патăмăра килекен кашни гражданинăн ыйтăвнех вăхăтра та туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. В. Павлова регистраци ыйтăвĕ интереслентерет пулсан ку йĕрке пирки тулли хурав паратпăр, мĕншĕн тесен çак ыйтупа хамăр патăмра килекенсем те çук мар-ха.
Раççей Федерацийĕн Правительстви 2011 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнчи 869-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе Раççейре пурăнакан граждансене хăй пурăнакан вырăнта регистрацилессипе тата унтан тухассипе çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртрĕ.
Вăл е ку гражданинăн пурăнакан вырăнта регистрациленме малтанах хăй кам пулнине çирĕплетекен документ кирлĕ. Çакăн хыççăн унăн хăйне регистрацилеме ыйтса ятарлă формăпа заявлени çырмалла пулать. Вăхăтлăх пурăнакан вырăнта Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр законодательствипе килĕшÿллĕн социаллă йĕрке килĕшĕвĕпе регистрациленес пулсан гражданин çав пÿлĕм тĕлĕшпе пур документсене тÿрремĕн кăтартмасан та пултарать. Заявленире вĕсен реквизичĕсене кăтартнипе те çырлахма пулать. Кун пек чух регистраци учетне тăвакан орган хăйне кирлĕ документсене патшалăх органĕсенчен, вырăнти самоуправлени органĕсенчен хăех ыйтса илет. Гражданина заявлени çырнă кунран пуçласа 8 талăк хушшинче ăна вăхăтлăх пурăнакан вырăнта Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн регистрацилеме тивĕç.
Çапла вара çĕнĕлĕх Раççей Федерацийĕн гражданĕсене вĕсене хăйсем пурăнма вырнаçакан пÿлĕме регистрациленнĕ чух ун тĕлĕшпе пулмалли патшалăх е муниципалитет хучĕсене пухассинчен хăтарать.
Пурăннă вырăнтан регистраци учетĕнчен тухма тата çĕнĕ çĕрте регистрациленме 14 çул тултарман çамрăксемшĕн вĕсен ашшĕ-амăшĕсем е опекунсем яваплă пулса тăраççĕ.
Регистраци пирки калаçнă чух çакна та палăртса хăвармалла. Пепке çуралсан унăн çуралнă хучĕпе ашшĕ-амăшĕн ачана ял тăрăхне пырса регистрацилемелле.
Регистрацирен тухма е регистрацилеме ыйтса çырнă чух обязательнăй йĕркепе гражданинăн хăйĕн пулмалла.
О. СМИРНОВА,
федераллă миграци службин районти
территори пункчĕн специалисчĕ.