Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пĕр ыйту та хуравсăр юлмарĕ»

07 декабря 2011 г.

«Пĕр ыйту та хуравсăр юлмарĕ»

Йÿçкассинчи вăтам шкулта ачасене чĕрĕк ĕмĕр историпе обществознани предмечĕсене вĕрентекен Владислав Иванович ТИХОНОВ шкул пурнăçĕнче çеç мар, обществăлла ĕçре те малтисен ретĕнче. Иртнĕ çуркунне историпе обществознани предмечĕсене вĕрентекенсен Мускавра иртнĕ пĕтĕм Раççейри съездне хутшăннă пирĕн ентеш чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче те чăваш делегацийĕпе инçе çула тухрĕ. Ялти пилĕк сфера ĕçченĕ – ял интеллигенцийĕ (вĕрентÿ, медицина, ял хуçалăхĕ, физкультурăпа спорт, культура) – çак кун Белгород облаçĕнчи Грайворон хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял интеллигенцийĕн форумне хутшăнчĕ. Форум делегачĕсем Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕпе В.В. Путинпа тĕл пулни çак форум ĕçне палăрмаллах анлăлатрĕ. Чăвашран унăн ĕçне хутшăннă икĕ делегатран пĕри шăпах пирĕн районтан. Çакна шута илсе район хаçачĕн экономикăпа экологи пайĕн редакторĕ Йÿçкасси шкулне çитсе В.И. ТИХОНОВПА тĕл пулнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

– Владислав Иванович, ял интеллигенцийĕн форумне хутшăнасси сирĕншĕн кĕтнĕ пулăм пулчĕ-и;

– Тĕрĕссипе каласан кун пеккине эпĕ хамăн пурнăçра шутлама та пултарайман, анчах çапла пулса тухрĕ те уншăн савăнатăп. Форумра Раççейри 83 субъектран 2-шер делегат пулмаллаччĕ. Чăвашран эпир иккĕн кайрăмăр. Манăн юлташăм Вăрмар районĕнчи Гена Ямуков фермер пулчĕ. Вăл 1500 гектар çинче тырă-пулăпа çĕр улми туса илет. Ÿсен-тăран отраслĕпе çеç ĕçленĕрен ÿсĕмĕсем те пур. Çавăнпа тивĕçнĕ пулас вăл форума хутшăнма. Белгорода самолетпа вĕçрĕмĕр. Унта çитсен пире Грайворон хулине илсе кайрĕç. Форум йĕркелÿçисем шăпах çак хулара ялти пилĕк сфера ĕçченĕсемпе пилĕк çавра сĕтел ирттерчĕç. Вĕсене эпир кам ăçта ĕçленине кура хутшăнтăмăр. Эпĕ хам вĕрентекен пулнă май вĕрентÿ сферинчен килнĕ делегатсен çавра сĕтелĕнче пултăм.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх çавра сĕтелсем – форумăн пĕрремĕш пайĕ. Пире вара эсир Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕпе В.В. Путинпа тĕл пулни ытларах интереслентерет. Унăн сăмахĕсене, шухăш-ĕмĕчĕсене вырăнсене çитересси – пирĕн пĕрлехи тĕллев. Çапла вĕт;

– Çавра сĕтел хушшинче сÿтсе явнă ыйтусенчен хăшĕсем Владимир Владимировичпа тĕл пулсан та кун йĕркине тухрĕç. Çакна пĕтĕмлетсе калатăп: пĕр ыйту та хуравсăр юлмарĕ. Правительство пуçлăхĕ хăйĕн тавра курăмĕ пысăк та анлă пулнине çирĕплетрĕ кăна. Сăмах пĕчĕк комплектлă шкулсем çине кĕрсе кайсан В. Путин вĕсене сыхласа хăвармалли пирки чарăнса тăрсах калаçрĕ. «Вĕсене сыхласа хăварасси – пирĕн пĕрлехи тĕллев. Шкул хупăнсан ял та пĕтет», – терĕ вăл пĕчĕк шкулсен малашлăхĕ пирки ыйту хускатсан. Вĕсене вĕрентÿ техникипе пуянлатма пысăкрах шкулсем çумĕнче база шкулĕсем йĕркелес ыйтăва пăхса тухмаллине палăртрĕ. Унăн шучĕпе пĕчĕк шкулсемпе пысăк шкулсем хăйсем хушшинче тачă çыхăнура пулни – вĕрентÿри малашлăхăн пĕрлехи ăнăçу утăмĕ.

– Шкулĕсем пĕчĕкленнипе пĕрлех вĕсенче вĕрентекен çамрăксем те хăйне евĕр пысăк ыйту пулса тăчĕç. Пымаççĕ вĕт çамрăк вĕрентекенсем шкула. Кунта мĕнле пулмалла; Ял интеллигенцийĕ «чухăнланмĕ-и»;

– Кунта та Владимир Владимировичăн хăйĕн программи пурри палăрчĕ. Унăн тĕп шăнăрĕ – ялти пĕчĕк комплектлă шкула пыракан учителе хваттерпе тивĕçтересси тата йĕркеллĕ ĕç укçи туса парасси. «Çак ыйтусене татса парсан сирĕн ыйту хăйне хăех кун йĕркинчен тухса ÿкĕ», – терĕ вăл форума хутшăнакансен ыйтăвне хуравланă май хăшĕ-пĕрисем çине форума пĕрле килнĕ министрсем епле пăхнипе интересленсе. Вĕсен шутĕнче ял хуçалăх министрĕ те, вĕрентÿ министрĕ те, сывлăха сыхлас ĕç министрĕ те тата ыттисем те пулчĕç. «Эсир – ял интеллигенцийĕ, Солженицын палăртăвĕпе – «Раççейăн хăйне евĕр пысăк пуянлăхĕ». Ку чăнах та çапла. Ялта пурăнакан хăйне пырса тивекен пĕрремĕш ыйтусемпех ялти врач, учительпе инженер, культура ĕçченĕ патне пырса пĕрремĕш пулăшу, канаш ыйтать. Ялта яланах çапла пулнă. Кунти таса кăмăл, тĕрĕслĕх, кÿршĕне пулăшма хатĕр пулни, нимелле ĕçлеме ÿркенменни – ял çыннин, ялти интеллигенцин уйрăлми паха енĕсем. Эсир ялта пурăнатăр, унти чи çивĕч ыйтусене курса тăратăр. Сирĕнте эпир хамăр ĕçтешсене куратпăр. Апла пулсан Раççей малашлăхĕшĕн, ял аталанăвĕшĕн пирĕн пĕр çыхă пулса ĕçлемелле», – терĕ вăл ял хуçалăх пирки сăмах пуçарнă май «АПКна аталантарасси» наци проекчĕ ялта пурăнакансене сывлăш пекех кирлĕ пулса тухнине йышăнса.

– Вĕрентÿ тата ял хуçалăхне çыхăнтарса тепĕр ыйту. Шкул ачисене ĕçе хăнăхтарса вĕсен пуласлăхне шкул çулĕсенченех ĕçпе çыхăнтарасси пирки мĕн шутлать-ха тата премьер;

– Ку ыйту патне те пĕрре мар çаврăнса тухрĕç форум делегачĕсем. Кунта Белгород облаçĕнчи пĕр шкул директорĕ ачасене çамрăклах ĕçе хăнăхтарма пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ вырăнти ял хуçалăх предприятийĕпе калаçса татăлса вĕрентÿпе производство бригадисем йĕркелесе ĕçлеттерни пирки каласа пачĕ. Анчах кунта саккунсене пăхăнасси малти вырăнта пулмаллине В. Путин приоритетлă тесе палăртнине никам та хирĕçлес çук.

Анлă калаçусем вăхăтĕнче форум делегачĕсем ĕлĕкреххи пек пысăк предприяти-организацисем шкулсене шефа илни вырăнлă пуласси пирки чарăнса тăчĕç.

В. Путин пĕлтĕрпе кăçал, темĕнле йывăр пулчĕ пулсан та, ял хуçалăх ĕçченĕсене вĕсене тÿсĕмлĕ чăтса ирттернĕшĕн тав тусах сăмах каларĕ.

– Сывлăх сыхлавĕ пирки мĕнле калаçу пулчĕ; Кунта ял çынни мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтме пултарать;

– В. Путин сăмахĕнчен çĕр-шыв «Сывлăха сыхласси» наци проектне хавшатма шутламасть. Ăна аталантарасси, ялта пурăнакансене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ вăхăтра парасси, ялти тухтăра социаллă пулăшупа çителĕклĕ тивĕçтересси, ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене сыхласа хăварса вĕсене çĕнĕ техникăпа пуянлатасси, район больницисене юсаса хăт кĕртесси, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене хушасси, васкавлă пулăшу службине тĕрек парасси, ял çыннисене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме çул уçасси – унăн ĕçĕнчи тĕп тĕллевсем пулнине ăнлантăмăр.

– Пирĕн кĕске калаçура палăртнă çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрессине форума хутшăннисем мĕнле йышăнчĕç;

– Кунта иккĕлле шухăшлав никамăн та пулмарĕ пулĕ тетĕп. Раççей Федерацийĕн Правительствин пуçлăхĕн В.В. Путинăн сăмахĕсене эпир малалла пĕрле ĕçлемелли çул-йĕр тесе йышăнтăмăр. Пĕрле пĕр тĕллевлĕ пулсан çеç эпир хамăр пурнăçа ырă енне улăштарма хевте çитерĕпĕр. Çакна пирĕн район çыннисем те, ялти интеллигенци те ăнланаççĕ пулĕ тесе шутлатăп.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика